Медицина ĕçченĕсен кунĕ
Çулсеренех çĕртме уйăхĕн 3-мĕш вырсарни кунĕнче шур халатлисем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Медицина ĕçченĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, талăкĕпех, Гиппократа тупа тунине асра тытса, кашнин пурнăçне çăлса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Паян вĕсене савăнăçлă лару-тăрура саламларĕç. Хальхи вăхăтра республикăри медицина тытăмĕнче 18 пине яхăн çын вăй хурать. Вĕсен йышĕнче тухтăрсен шучĕ – 5 000 ытларах. Кунсерен çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан шурă халатлă ĕçченсем яланах сумра пулнă. «Сывлăх сыхлавĕ», «Демографи» наци проекчĕсене пурнăçлассипе Чăваш Ен медицининче тăрăшакансем малтанхи пиллĕкмĕш вырăнта. Çулсерен çулталăка çитмен ача-пăча вилеслĕхĕн кăтартăвĕ те çĕршывра чи сахалли шутланать. Цифра технологийĕсемпе усă курассипе те чăваш медицини Раççейре малта пырать. ВАЛЕНТИНА ГОЛОВИНА: «Хальхи вăхăтра эпир тĕлĕнетпĕр тĕрлĕ нацпроектсемпе, программăсемпе усă курса ялти фельдешско-акушсерский пунктсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ. Халь пирĕн фельдшерско акушерский пунктра дефебрилятор таранах пур. Эпир чĕрепе чирлесе ӳкнĕ çынсене те пулăшу пама пултаратпăр». Ĕçтешĕсене саламланă май сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов малашне те çитĕнӳсем тума сунчĕ. Çак пархатарлă та çăмăл мар ĕçре тăрăшакансенчен кашниех чыса тивĕç терĕ вăл. Сумлă награда илнисенчен пĕри Канаш районĕнчи Любовь Яковлева пулчĕ. ЛЮБОВЬ ЯКОВЛЕВА: «Манăн анне пĕчĕкренех фельдшер пулса ĕçленĕ. Вара эпĕ кураттăмччĕ мĕнле вăл çынсене пăхать. Хăш-пĕр чухне фельдшерский пункта та нумай кайнă. Киле кантăкран шаккатчĕç. Вара эпĕ те анне хыççăн Канашский медучилище пĕтернĕ фельдшер образовани илнĕ. Института кĕнĕ хыççăн пур пĕрех яла кайма шутларăм». Чăваш Ене сипленмешкĕн çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен çĕр-çĕр çын килет. Медицинăри ытти специалист пирки те 21-мĕш ĕмĕрхи паттăрсем теме пулать. Вĕсем кăшăл чирпе тата ытти хăрушă амакпа кунсерен кĕрешеççĕ. Унсăр пуçне респуликăра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарса пыраççĕ, ахальтен-им Раççейре çак кăтартупа малтисен ретĕнче. Республика Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсене малашне те хăйсен ĕçне чыслă та сумлă пурнăçлама ăнăçу, сывлăх сунчĕ.