Асăнупа хурлану кунĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечексем хунă

Асăнупа хурлану кунĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечексем хунă

Асăнупа хурлану кунĕнче, Шупашкарта ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Ҫĕнтерӳ»  Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ   мемориаллă комплексра чĕрĕ чечексем хунă. Мероприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, депутатсем, республика Правительствин пайташĕсем, Шупашкар хулин ертӳлĕхĕ, обществăлла организацисенче тăрăшакансем, ветерансен организацийĕсенче ĕҫлекенсем, пĕр сăмахпа каласан хулара пурăнакансем пухăннă.   

Тăван ҫĕршывшăн хăйсене шеллемесĕрех  вăрҫă хирĕсенче пуҫне хунисене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă хурлану митингне пухăннисем.   

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи 81 ҫул каялла пуҫланнă. Германи ирхине тăватă сехетре Совет Союзĕ ҫине  нимĕн систермесĕрех талпăнса вăрҫă пуҫланă.

Чăваш Енрен хĕҫ-пăшаллă вăйсен  ретне 208 пин ытла ҫын тăнă. Мĕнпур халăх йышĕнчен пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ шутланать ҫак кăтарту. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи 106 пин ытла ҫыннăн пурнăҫне вăхăтсăр татнă.  Вăрҫăра пулнă салтаксенчен кашни иккĕмĕшĕ каялла тăван тăрăха таврăнайман. Ҫав тери пысăк хуйхă тӳснĕ халăх.

Паян республикăра паттăрсене асăнса тĕрлĕ акцисем иртеҫҫĕ. Асăнупа хурлану кунĕ ĕмĕр асра.  Палăртнă кун умĕн маларах Чăваш Республикинчи мĕнпур муниципалитетсенче «Астăвăм ҫурти» акци иртнĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунисене сума сунса Асăнупа хурлану кунĕ умĕн Куславкка районĕнче «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» паттăрсене палăртса хута каякан Мемориаллă комплексра асăну ҫуртине ҫутнă.   

 



22 июня 2022
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter