Чăваш Енре сарăмсăр вилекенсен шучĕ чакнă, чĕрепе, шыҫă чирĕсемпе вăраха кайса аптракансен шучĕ те пĕчĕкленнĕ

Чăваш Енре сарăмсăр вилекенсен шучĕ чакнă, чĕрепе, шыҫă чирĕсемпе вăраха кайса аптракансен шучĕ те пĕчĕкленнĕ

2021 ҫулта Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕ епле пулни пирки калакан патшалăх докладне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.  

«Паллă, кăшăл вирус чирĕ пур-пĕрех хăш-пĕр кĕтменлĕхсене кăларса тăратрĕ. Демографи лару-тăрăвĕ ҫине те витĕм кӳчĕ теме юрать.  2021 ҫулта вилекенсен йышĕ тата маларахри ҫулпа танлаштарсан 1600 ҫын ӳсни куҫ кĕретех.  Ҫав вăхăтрах ытти вăраха кайса чирлекенсен шучĕ сахалланни сисĕнкелет. Чĕрепе аптракансем, шыҫă чирĕпе нуша куракансем ытти чухнехинчен кăтарту пĕчĕкленни кăмăла ҫĕклет», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ –   сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. Тепĕр тесен, пысăк ҫитĕнӳ – анчах кун ҫути куракан пепкесем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем самаях пĕчĕкленни те республикăри сывлăх сыхлавĕн пайĕ лайăх ҫитĕнӳсемпе палăрнинех ҫирĕплетет. Тата тепĕр пысăк ӳсĕмсенчен пĕри – сывлăх сыхлавĕн тытăмне цифра технологийĕсен витĕмлĕхĕпе аталантарса вăй илтерсе пыни.  Ҫĕршыври ытти субъектсем хушшинче пирĕн республикăн сывлăх сыхлавĕн пайĕ ку тĕлĕшпе 5-мĕш вырăнта тăрать. Палăртма кăмăллă, 2022 ҫулăн 5 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне илес пулсан, республика Раҫҫейĕпе хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă.

Халăхăн сывлăхне упраса хăварассипе медицинăра тăрăшакансене комплекслă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Кирек-епле чире те вăхăтра тупса сиплеме тăрăшни паха. Пирĕн граждансен сывлăхне кулленех ҫирĕплетсе пырассишĕн кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăвармалла. Ҫынсене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмелле, спортпа туслă пулма сĕнмелле, экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсемпе усă курма каламалла, тавралăх таса пулсан, сывлăх та лайăх пуласси ку кĕретех», – тесе хушса хунă сăмаха Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Халăхăн сывлăхне упрама май паракан комплекслă мероприятисен планне пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварма та сĕннĕ вăл.     



22 июня 2022
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter