«Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» Мемориалта «Астăвăм ҫурти» акцине Олег Николаев хутшăннă

«Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» Мемориалта «Астăвăм ҫурти» акцине Олег Николаев хутшăннă

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунисене сума сунса Асăнупа хурлану кунĕ умĕн Куславкка районĕнче «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» паттăрсене палăртса хута каякан Мемориаллă комплекса халăх йышлă пухăннă.

«81 ҫул каялла чăтмалла мар хăрушă вăрҫă пуҫланнă. Пирĕн ҫĕршыв тăшмансене хирĕҫ 1418 кун хушши ҫапăҫнă.  Чăваш Республикинче пурăнакансем каялла тăван тăрăха ҫĕршер пин ҫын таврăнман. Тылри паттăрсене асăнса эпир пĕлтĕр сахал мар тĕпчев ĕҫĕсене туса ирттернĕ. Вĕсен йывăр пурнăҫăсем пирки ыйтса, архив материалĕсене тĕпчесе тĕрлĕ куравсем хатĕрлерĕмĕр. Вĕсен манăҫми паттăрлăхĕ ĕмĕр  халăх асăнче упранĕ. Ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе сахал мар тăрăшнă вĕсем, хăйсене шеллемесĕр ырми-канми вăй хунă.  Паян та вырăс салтакĕ ҫĕршыва хӳтĕлес тесе тăшмансене хирĕҫ тухрĕ. Тĕнчере мирлĕ пурнăҫ хуҫалантăр тесе вĕсем усала хирĕҫ тăраҫҫĕ. Пĕлтĕр Чӑваш Ен халӑхӗн ӗҫ паттӑрлӑхӗн паллипе иртрӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑрапа сакăр вунă ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра эпир хамӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хаяр кунсен юхӑмне лекнӗнех туйса илтӗмӗр. Пирӗн асаттесемпе аттемӗрсен, асаннесемпе аннемӗрсен ӗҫри тата ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн истори страницисенче асӑнмасӑр юлнӑ пулӑмсене тӗплӗн тӗпчесе палӑртас ӗҫе историксемпе пӗрле ача сачӗсенчи пепкесемпе шкул ачисем, студентсем, ялсемпе хуласенче тата поселоксенче пурӑнакан ентешсем хастарлӑн хутшӑнса хӑйсен пархатарлӑ тӳпине хыврӗҫ. Республикӑра ӑслӑлӑх конференцийӗсем, уҫӑ уроксем, музей куравӗсем, акцисем, фестивальсемпе конкурссем йӗркелесе ирттернӗ. Документаллӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкернӗ, литературӑпа музыка произведенийӗсем ҫырнӑ, кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ, пӗрлехи информаци порталне туса хатӗрленӗ. Паллах ӗнтӗ, тылри ик ҫӗр пин ытла ҫыннӑн чӑн-чӑн массӑллӑ паттӑрлӑхӗ – Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас ӗҫе хывнӑ калама та ҫук пысӑк тӳпе. Тыл ӗҫченӗсем эвакуациленӗ заводсене ҫӗнӗ вырӑнта ҫийӗнчех хута яни, уй-хирте, эвакуаци йӗркипе куҫса килнӗ госпитальсенче ырми-канми вӑй хурса ӗҫленин пӗлтерӗшĕ пысăк. Пирӗн тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ темӑна Тӑван ҫӗршыва чунпа парӑннин, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотлӑх тата ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе воспитани памалли ырӑ тӗслӗх вырӑнне хурса халӑх хушшинче анлӑн сарас ӗҫе малалла та тăсăпăр», - тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

 «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене»  Мемориаллă комплекса утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уҫаҫҫĕ.    Объекта Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă, хăй вăхăтĕнче хĕрарăмсемпе пĕрле ачасем, ватă стариксемпе кинемейсем кунĕ-ҫĕрĕпе ĕҫленĕ, промышленноҫ центрĕсене упраса хăварассишĕн хӳтĕлев чиккисене тунă.  Вăл вăхăтри ҫынсен паттăрлăхне сума сунса, хамăрăн чун-чĕресенче упраса кашни ҫул пĕрле пухăнса ҫурта ҫутса асăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсене эпир яланах хамăр чĕресенче упратпăр, апла пулсан вĕсен чунĕсем паян та чĕрĕ пулнине пурсăмăр та лайăх ăнланатпăр. Вĕсем пирĕн хушăмăртах тен пурăнаҫҫĕ.  Айтăр-ха, ĕмĕрех хамăрăн паттăрсем пирки   аса илсех тăрар. Пуласлăх пирĕн хăватлă та ҫирĕп пултăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшар, мăн асаттемĕрсемпе асаннесен ятне ламран лама куҫарса пырса, вĕсен паттăрлăхне тĕпе хурса ҫитĕнӳсем тума пĕлер», - тесе чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ. 

Куславкка районӗнче ҫӗкленекен «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» асӑну комплексӗ, ҫав тӗлӗшпе туса ирттернӗ ӗҫсен тулли пӗтӗмлетӗвӗ, хальхи вӑхӑта хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсен синкерлӗ кунӗсемпе ҫыхӑнтаракан паллӑ та сумлӑ вырӑн пулса тӑрӗ. Асӑннӑ ӗҫ Раҫҫейри ҫарпа истори обществипе тата «Культура» наци проекчӗн «Пултаруллӑ ҫынсем» проектне пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен комиссипе тачӑ ҫыхӑнса пурнӑҫланать.

«Астăвăм ҫурти» акци ҫитĕнекен ăрушăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче ҫĕнтерӳ тăвассишĕн тăшмана хирĕҫ ҫапăҫнă паттăрсем пирки историне лайăх пĕлеҫҫĕ. Аслисем вĕсене май пур таран вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем пирки каласа кăтартнă.  «Паттăрсен тĕслĕхне тĕпе хурса ҫитĕнекен ҫамрăк яш-кĕрĕмĕн хамăрăн Тăван ҫĕршывăмăра юратма пĕлмелле, уншăн тăрăшса ĕҫлемелле. Патриотизм мероприятийĕсене те кулленех ҫамрăксене явăҫтарма тăрăшмалла. Астăвăм кĕнеки, Астăвăм ҫурти ятлă акцисем шăпах та, кăмăл-туйăма ҫирĕплетеҫҫĕ, вăй-хăват хушаҫҫĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Астăвăм ҫурти»  онлайн-акцине пирĕнтен кашни хутшăнма пултарнă,   деньпамяти.рф официаллă сайтра ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуҫласа ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен иртет ҫак мероприяти.  Ҫурта ҫутнисен шутне пухса «Память поколений» фонд Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсене, паян пурăнаканнисене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме укҫа-тенкĕне тăкаклĕ.

«Красная гвоздика» ырă кăмăллăх акци  кашни ҫулах пĕтĕм Раҫҫейĕпе иртет. Шăпах та, «Астăвăм ҫурти» акци унăн пĕтĕмлетĕвĕ пулса тăрать те. Мероприятийĕсен йĕркелӳҫи «Память поколений» фонд шутланать. Пĕтĕм Раҫҫейĕпе ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуҫласа урамсенче ырă ĕҫ тăвакансем - волонтерсем ҫлтăрсем парса ҫӳренĕ, акцийĕн символĕ пулса тăнă та ҫак ҫăлтăр.

    



22 июня 2022
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter