Арканнă инфратытăма юсаса ҫĕнетме Чăваш Ен ДНРпа виҫĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

Арканнă инфратытăма юсаса ҫĕнетме Чăваш Ен ДНРпа виҫĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ДНР делегацийĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Сăмах май, ДНР делегацине промышленноҫпа суту-илӳ министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Юрий Никоноров ертсе пынă.  Сумлă хăнасем пирĕн республикăра промышленноҫ предприятийĕсен ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл тунă. Чи малтанах икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки килĕшĕве аллă пусса ҫирĕплетнĕ. Пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ етӳҫĕсем «Релематика» тулли мар яваплă обществăра, «ЧЭТА» АО, «Чувашкабель» АО, Концерн «Тракторные заводы» предприятисене ҫитсе вĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллашма плана кĕртнĕ. Шупашкарта иртекен экономика форумне те хапăл тусах хутшăнма кăмăл тунă сумлă делегаци.  

ДНР килсе ҫитнĕ делегаци йышĕнче «РУССКИЙ ЦЕНТР» обществăлла организацийĕн ĕҫ тăвакан директорĕ Елена Евсеева,  «Торезский электротехнический завод»  Патшалăх предприятийĕн директорĕ Игорь Неваленный тата «Донецкий электротехнический завод» Патшалăх предприятийĕн директорĕн ҫумĕ Алексей Петрусенко пулнă.

Алă пуса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ ДНР икĕ завода аталанса вăй илме витĕм кӳрекен ĕҫ хучĕсемпе тивĕҫтерме шантарать. Конструкцисен докуменчĕсене йышăнсан, вĕсем тӳрех кирлĕ пек хатĕрсене тирпейлесе кăларма тытăнĕҫ.  Производство аталансан, тĕрлĕ хатĕрсем калăпланса тухсан, халăх валли те ĕҫ вырăнĕ пулать, экономика та вăй илсе аталанма пултарать.   Кунсăр пуҫне пĕрлехи ĕҫсен планне пурнăҫа кĕртесси пирки те алă пусса ҫирĕплетнĕ. Документра Чăваш Республикин промышленноҫпа суту-илӳ энергетика министрĕ Александр Контратьев  тата ДНР промышленноҫпа суту-илӳ министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Юрий Никоноров алă пуснă. Документ электроэнерги енĕпе палăртса хунă мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшĕ.  

Пуласлăхри ĕҫ   планĕ те пысăк – Донецкри университетпа та килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме тĕллев латнă.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинчен сумлă делегаци промышленноҫпа суту-илӳ энергетика министрĕ ертсе пынипе ДНР предприятисемпе организацисене ҫитсе килнĕ. Тепĕр тесен, вĕсене пулăшупа тивĕҫтересс пирки те калаҫса килĕшнĕ.  

Олег Николаев пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени пуласлăхри плансене туллин пурнăҫа кĕртме май парассине шанса каланă. Утă уйăхĕн вĕҫĕнче ДНР Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăй ҫитсе килесси пирки те хăнасене хыпарланă.   Ун чухне пĕрлехи ĕҫсен кăтартăвĕсене курса хаклассине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – халăха таса шывпа, электроэнергипе тивĕҫтересси.  Предприятисемпе организацисем ĕҫлесен, халăх валли те ĕҫ вырăнĕсем пулаҫҫĕ.

Пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ ертӳҫĕсем предприятийĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллашни – вĕсене хăйсен ĕҫĕсене туххăмрах йĕркелесе яма витĕм кӳрессе шанса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Республика Ертӳҫи тракторсем тумалли хатĕрсене, хими таврашне, ӳсен-тăрансене имҫамламалли таварсене те тивĕҫтерме пулассине асăннă хăйĕн сăмахĕнче.  

Юрий Никоноров Чăваш Республикин делегацийĕ питĕ ăшшăн кĕтсе илнине каланă. Донецкра пулнă  Чăваш Ен ертӳҫĕсем  пысăк профессионалсем тесе хакланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «ДНР хальхи вăхăтра ҫав тери пысăк йывăрлăха тӳсет.  Ҫар ĕҫĕсем ҫаплипех пыраҫҫĕ. Хула тĕрлĕ пăтăрмахсемпе тĕл пулать. Инфратытăма сахал мар аркатать тăшман.  Эпир пур-пĕрех парăнмастпăр-ха. Раҫҫей пулăшăвне туйсах тăратпăр, пуласлăх ҫине те тӳрремĕнех пăхатпăр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлесе пырассине пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр», – тесе сăмаха ҫавăрнă ДНР промышленоҫпа суту-илӳ министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ.   Юлташла пулăшма та яланах хатĕррине асăннă республика  Ер тӳҫи.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче Донецк мĕнпур йывăрлăха парăнтарма пултарассине ҫирĕппĕн каланă. Пĕрлĕхре вăй тенĕ вăл. «Тăнăҫ мирлĕ пурнăҫ пире пула лăпланса лайăхланса пырĕ.  Донецк  пурăнма чи чаплă вырăн. Кунта килсе курас тата канас, хăйсен пурнăҫне йĕркелесе ярас текенсем те сахал мар пулассине пурсăмăр та лайăх туйса тăратпăр», – тесе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче икĕ ен вĕрентӳ тытăмĕ пирки те ыйтăва пăха тухнă. Чăваш патшалăх университечĕ чи шанчăклă та паллă вĕренӳ учрежденийĕсенчен пĕри. Электротехника енĕпе паха специалистсем хатĕрлесе кăларассинче те витĕм кӳме пултарассине шанса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Кадрсене хатĕрлес ĕҫре ятарлă программăсене тĕпе хурса паха специалистсем хатĕрлесе кăларма чĕнсе кланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче килĕшӳ тумалли ĕҫĕн проектне те туса хатĕрленине хыпарланă. ДНР университечĕпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли мероприятисен планне пăхса тухнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   «Пирĕн компетенцисем Раҫҫейре те ют ҫĕршывсенче те анлă сарăлнă. Электротехника тытăмĕ валли кирлĕ профессионалсене хатĕрлесе кăларассипе аслă шкул тимлĕ ĕҫлесе пырать. Калăпăр электротехника пайĕ валли кирлĕ профессионалсене хатĕрлесе кăларассипе  те сахал мар вăй хурать аслă шкул.  Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк, интеллектуаллă тытăма вăй илтерсе ярассипе кирлĕ пек программăпа ĕҫлет», – тесе хăйĕн сăмахне ҫавăрнă  ректор.  

 



23 июня 2022
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter