Чӑваш Енри туризм аталанӑвне сӳтсе яврӗҫ

«Юлашки икĕ çулта, коронавирус пандемийĕ пуçлансан, Раççейре шалти туризм вăйлăрах аталанма тытăнчĕ», – терĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн аталану тата стратеги пуçарăвĕсен институчĕн директорĕ Вячеслав Шоптенко. Чăваш Енри туризма епле аталантарссине паян çак аслă шкулăн Шупашкарти филиалĕнче иртнĕ «Чăваш Ен туризмĕ» стратеги сессийĕнче сÿтсе яврĕç.

«Калăпăр, эпĕ Чăваш Енре пĕрре те пулман. Кам мана çур минутра çак региона илĕртме пултарать?» – задани пачĕ РФ Патшалăх Думин экспертсен канашĕн членĕ, «Ку манăн çĕр» киберпутеводитель продюсерĕ Андрей Сулейков. Сессие хутшăнакансен хушшинче малтанах алă çĕклекен пулмарĕ. Унтан ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Патшалăх граждан службин, кадрсен политикин тата патшалăх наградисен управленийĕн пуçлăхĕ Татьяна Кокарева Чăваш Ен мĕнпе илемлине калама пуçларĕ: кунта мăнаçлă Атăл юхса иртет, регионта çырмаллă илемлĕ вырăн, юхан шыв нумай, пулăçсем хăйсен чун киленĕçĕпе аппаланма пултараççĕ, пирĕн республикăра наци ĕçми кăпăклă сăра техĕмлĕ… Тата кунта тутлă канфетсем туса кăлараççĕ. «Хĕвеллĕ Чăваш Ен. Кунта пирĕн хĕвеллĕ кунсем, ăмăррипе танлаштарсан, нумайрах», – терĕ Татьяна Кокарева. Сăра тесен академин вĕрентÿ программисен тата вĕрентÿ аталанăвĕн дирекцийӗн проекчĕсен ертÿçи Евгений Ваховский пĕр çын чăваш сăрине епле хакланине аса илчĕ: «çăра сăра». Ун чухне çак сăмахсене илтсен унăн хăйĕн те çак ĕçмене тутанса пăхас кăмăл çуралнă.

«Темле хитре мар янăрасан та, чи малтан, региона «сутма» вĕренмелле», – терĕ Вячеслав Шоптенко. Малтан вăл бренд шухăшласа кăлармаллине, вăл хăш енĕпе пулассине палăртмаллине каларĕ.

Мероприятие хутшăнакансем ăсталăх класĕсене те хутшăнчĕç.



Хыпар
23 июня 2022
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter