Чăваш Республикинче ВТБ банк социаллă ипотека пуҫарса ярать

Чăваш Республикинче ВТБ банк социаллă ипотека пуҫарса ярать

Чăваш Республикин Правительствипе ВТБ пĕрлехи социаллă ипотекăна пуҫарcа яма килĕшнĕ.  Паллă, асăннă ҫăмăллăх уйрăм ятарлă категорири граждансене валли пулĕ.  Ҫитес 2 ҫулта программăна пурнăҫа кĕртме 450 млн тенкĕ пăхса хăварма килĕшнĕ.  Ку тĕревпе республикăра пурăнакансен ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама тăкакланасси куҫ кĕретех.

 Паян Шупашкарта экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата ВТБ президенчĕн ҫумĕ - правленийĕн председателĕ  Анатолий Печатников документа алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Ҫĕнĕ программа уйрăм категорири граждансене самай пысăк ҫăмăллăх пулĕ. Тĕреве илекенсем – ҫамрăк ҫемйесем, нумай ачаллисем, ветерансем, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенче пурăнакансем.  Банк ятарлă ҫăмăллăх ставкипе укҫа-тенкĕ парса пулăшĕ.  Паллă, ыттине республика хыснинчен субсиди мелĕпе саплаштарма килĕшнĕ.  Программăна 2023 ҫул вĕҫлениччен пурнăҫа кĕртме тĕллев латнă. 

«Республика Правительствин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри – халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырасси. Ҫынсен пурăнмалли ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене те татса парасси чи  пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Ҫĕнĕ йышăнакан программа халăха ҫăмăллăх кӳрессине шансах тăратпăр.  Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулса пырсан, республикăра пурăнакан 150 мăшăр хăйсен пурăнмалли ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парайрать.   Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илтерессипе йышăннă харпăр хăй программине тĕпе хурса, ипотека кредитне тивĕҫме, чи малтанхи взноса тӳлеме укҫан куҫарса пама  май пур. Пĕлтĕр Чăваш Енре ку пулăшупа 272 ҫемье усă курнă. Кăҫалхи ҫул 138 ҫемье ҫăмăллăха тĕпе хурса ҫурт-йĕр ыйтăвне татса панă», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«ВТБ проекта пурнăҫа кĕртме хатĕр. Регионсенчи социаллă пурнăҫпа экономикăна вăй илтерес тесе кулленех тăрăшать.  Ҫăмăллăх кредичĕсем ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене уҫăмлатма витĕм кӳреҫҫĕ.  ДОМ.РФ пĕрлехи проекчĕ те пулса тăрать ҫак асăннă ҫӳререх программа.  Ҫакнашкал программăсене ҫулталăк вĕҫлениччен эпир ҫĕршыври пиллĕк регионта пурнăҫа кĕртме хатĕрленетпĕр.  Чăваш Енре адреслă пулăшăва чи малтанах йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисене пама тăрăшăпăр.  Регионта пурăнакансен ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама республика Правительстви те ҫине тăрсах ĕҫлет. Тепĕр тесен, ҫурт-йĕр рынокĕнче те ыйту вырăнтан тапранать», - тесе каланă ВТБ банкăн президенчĕн ҫумĕ  - правленийĕн председателĕ Анатолий Печатников.   

Маларах ВТБ тата ДОМ. РФ социаллă ипотекăна пурнăҫа кĕртесси пирки ыйтăва сӳтсе явнă пулнă.  Кун пек условипе Ростов облаҫĕнче ĕҫлеҫҫĕ.  Иккĕмĕш ҫур ҫута Мускавра, Чул хулара, Самара облаҫĕнче пурăнакансем те ҫăмăллăх кредичĕсемпе усă курма пуҫлĕҫ.  

ВТБ ҫĕнĕ стратеги ĕҫне пуҫарса янă, «ҫемье капиталĕ» шăпах та адреслăн пулăшу парса тивĕҫтернĕ.  Программа хăйне евĕр паха, ача ҫуралса пенсине тухичченех комплекслă сервиссемпе усă курма май парать.    Ĕҫсене пĕтĕмпех цифра мелĕпе йĕркелесе пыма пулать, тепĕр тесен банкăн хушма ҫăмăллăх условийĕсемпе те усă курма меллĕ.  

  Банк утă уйăхĕнче ачаллă ҫемйесене валли комплекслă пулăшусем пама хатĕрленнĕ.  Енче те ҫемьесенче виҫҫĕмĕш е тата малалли ачи 2018 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен кун ҫути курнă  пулсан ВТБ ипотека кредитне 3 процентпа парса тивĕҫтерет.  Паллă, анчах та ҫемьере мăшăрсенчен пĕрин банкăн карттипе усă курмалла.  Ку программăпа мăшăрсем 2022 ҫулччен усă курма путарайраҫҫĕ.  Тепĕр ҫĕнĕ услови те пур, енчен те ҫемьесенче чирлĕ ачасем пур пулсан, вĕсем шыҫă чирĕпе аптрасан, вĕсене банк страховани туса пулăшать.

 

 



23 июня 2022
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter