Экономика форумĕн импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннă теми тавра пуçарнă анлă калаçу

Экономика форумĕн импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннă теми тавра пуçарнă анлă калаçу эрнекун «Шупашкар — Арена» пăр керменте пĕрлехи ларура малалла тăсăлчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, республика импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас ĕçе паян пуçарман, ку енĕпе 2014 çултанпах çине тăра ĕçлет. Юлашки уйăхсем вара çак ĕçе васкатма хистерĕç. Ăнăçлă тĕслĕхсем пур. Калăпăр, «Трактор завочĕсем» концернăн республикăри предприятийĕсем юлашки вăхăтра кăна импорт пăхăнăвне виçĕ хут пĕчĕклетме пултарнă. Тата та ăнăçлăрах ĕçлеме çак ĕç валли укçа-тенкĕ уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку енĕпе вара ыйтусем пур. Вăл çĕршыв ертӳлĕхĕ çак ыйтусене татса парас енĕпе çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ йышăнусем тăвасси пирки иккĕленмест.

Паянхи лару-тăрура предприятисен ĕçне патшалăх енчен «алă вĕççĕн» йĕркелесе пынине Олег Алексеевич хирĕçлемест, анчах пĕтĕмпех виçеллĕ пулмалла: «Ăçта ĕçе лайăх йĕркеленĕ — унта патшалăхăн ĕç çук...»

Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн Анатолий Аксаковăн та интереслĕ ыйтусене хуравлама тиврĕ. Сăмахран, доллар 6 тенкĕ шайне анма пултарĕ-и? «Çĕр çинче нимĕн те яланлăх мар», — пулчĕ хурав. Анатолий Геннадьевич шучĕпе, доллар никама та кирлĕ мар пулма та пултарать — халь газшăн та, авă, Раççее тенкĕпе тӳлеççĕ. Граждансен банксенче упранакан валюти тĕлĕшпе унашкалли çук-ха, анчах юридици тытăмĕсен долларĕсем тĕлĕшпе «минуслă» ставка тăвас ыйтăва «çӳлте» тишкереççĕ.

Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских юлашки вăхăтра логистика çыхăнăвĕсем пăсăлнине кура вĕсене çĕнĕрен йĕркелемешкĕн продукцие Китайран контейнерсемпе кӳмелли «Китай — Ульянвск» çул уçнине çирĕплетрĕ — унпа пурте усă курма пултарнине палăртрĕ.

Импорта хамăрăннипе улăштарасси туризма та пырса тивет. Паян граждансем ют çĕршывсене унчченхи пек тухса çӳреймеççĕ, эппин, хамăр патрах канмалли условисем йĕркелемелле. Думăн Туризм енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Сангаджи Тарбаев Атăлăн туризм майĕсене тивĕçлипе хакламаннине палăртрĕ. Çакă уйрăм флот тата инфратытăм çуккипе сăлтавланнă. Вăл юхан шыв туризмне тата тивĕçлĕ инфратытăма аталантармалли саккун проекчĕ, программа хатĕрлемеллине палăртрĕ.



Хыпар
23 июня 2022
19:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter