Сиплени кăна сахал, сывлăха çирĕплетни пысăк пĕлтерĕшлĕ

Республикăра пĕлтĕр тулашри сăлтавсене, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене, онкологие пула çын вилесси чакнă. Апла пулин те 2020 çулхинчен 1,6 пин çын нумайрах пурнăçран уйрăлнă. Çакăн çинчен юнкун Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.

Министр ларура республикăра пурăнакансен сывлăхĕпе çыхăннă 2021 çулхи лару-тăрăва тĕплĕн сăнлакан патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ. Çынсем нумайрах вилни, паллах, коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă. Çапах çӳлерех асăннă ытти чиртен вилесси чакнисĕр пуçне Чăваш Енре тин çуралнă ачасене упрас тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçленине палăртмалла — регионти пепкесен вилĕмĕн кăтартăвĕ Раççейре те чи пĕчĕкки-мĕн. Владимир Степанов медицина çитĕнĕвĕсен шутĕнче çавăн пекех республика сывлăх сыхлавĕн цифровизацийĕ енĕпе каллех рейтингăн çӳлти картлашкисене хăпарнине палăртрĕ. Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх 5-мĕш вырăн йышăннă, 2022 çулхи пилĕк уйăх кăтартăвĕсемпе — 2-мĕшĕнче.

Тăкаксене илес тĕк — сывлăх сыхлавне аталантармалли нацпроект мероприятийĕсем валли уйăрнă укçа кăна — 2,5 миллиард тенкĕ. Владимир Геннадьевич пĕлтĕр медицина учрежденийĕсен юсавĕ, вĕсене оборудованипе тивĕçтерес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Çав шутра — пилĕк теçетке ытла фельдшерпа акушер пунктне хута яни. Пĕр пайĕ — хальччен медпунктсем пулман ялсенче. Çавна май вĕсенче пурăнакансене медпулăшупа тивĕçтересси лайăхланни куçкĕрет.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе комплекслă ĕçлемелли çинче пусăм турĕ. Ун шучĕпе, чирсенчен сиплени, паллах, малти вырăнта, анчах сывлăха упрасси, çирĕплетесси çинчен те манмалла мар. Ку енĕпе вăл темиçе çул-йĕре палăртрĕ. Вĕсем наци тата регион проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав шутра — физкультурăпа спорт, таса экологи. Çакна тĕпе хурса Олег Алексеевич халăхăн сывлăхне комплекслă майпа çирĕплетмелли ĕçсен планне хатĕрлеме сĕнчĕ. Кунта, паллах, республикăра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарасси, тивĕçлĕ условисем йĕркелесси те кĕреççĕ.

Правительство патшалăхăн професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен ĕçне трансформацилес енĕпе черетлĕ утăм турĕ — Канашри строительство техникумне çак хуларах вырнаçнă транспорт-энергетика техникумĕпе пĕрлештерессине ырларĕ. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, çакăн тĕллевĕ — вăтам сыпăкри специалистене хатĕрлес тĕлĕшпе вĕренӳ заведенийĕсем пĕр ĕçех тăвассинчен пăрăнасси, ТЭТăн çĕнетнĕ вĕрентӳ лабораторийĕпе республика экономики валли туллинрех те тухăçлăрах усă курасси. Унсăр пуçне строительство техникумĕн корпусĕсенчен пĕринче 2024 çул тĕлне пофессисене хăвăрт вĕрентекен центр йĕркелеме палăртнă — шучĕпе вăл республикăри çакнашкал иккĕмĕш центр пулĕ. Çак тĕллевпе регион пĕлтĕр тивĕçнĕ грантпа усă курĕ — федераци бюджечĕн 22,3 миллион тенки шăп та лăп вырăнлă пулмалла.

www.hypar.ru



23 июня 2022
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter