2023 ҫулта тĕслĕхлĕ 12 вулавăша хута яма Чăваш Ен заявка тăратнă

2023 ҫулта тĕслĕхлĕ 12 вулавăша хута яма Чăваш Ен заявка тăратнă

 Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕн ҫумĕ Ольга Ярилова ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Сумлă хăна региона Республика кунне халалласа ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе килсе ҫитнĕ.

Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче «Культура» наци проектне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки канашланă.  Кунсăр пуҫне республикăри муниципалитетсенчи культура учрежденийĕсене юсаса ҫĕнетессинче федераци хыснинчен пулăшăва тивĕҫме май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтăва пăхса тухнă.   

Ольга Ярилова  хăйĕн сăмахĕнче  Чăваш Ен «Культура» наци проектне пурнăҫа кĕртсе пырассипе хастар ĕҫленине палăртнă.  «Культура ҫурчĕсем кулленех улшăнса хитреленсе пыни никамшăн  та вăрттăнлăх мар. Вĕсене тĕпрен юсаса ҫĕнетсе пыни куҫ кĕретех. Юлашки икĕ ҫулта ҫĕнĕ культура ҫурчĕсене сахал мар хăпарса лартнă, вĕсен шучĕ саккăра та ҫитнĕ. Тĕслĕх библиотекисене сахал мар уҫнă, вĕсен кăтартăвĕ 11 танлашать.  Тепĕр тесен, учрежденисене паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан хатĕрĕсемпе тивĕҫтерсе пынă. Районсемпе хуласенче кинозалсем ĕҫлеҫҫĕ. Ачасен пултаруллăх шкулĕсем кулленех реконструкциленеҫҫĕ республикăра», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Ку тĕлĕшпе ĕҫсем малалла та кулленех пулса пырассине хыпарланă  министр ҫумĕ.  Паянхи куна калас пулсан, ачасен искусство шкулĕсене юсав ирттерме конкурссем пыраҫҫĕ.  Ку ĕҫе хутшăнма Чăваш Ен заявка хатĕрлет.  Кунсăр пуҫне моделлĕ вулавăшсем хута яма 12 заявка тăратнă.  «Шантарсах каламастăп, 12-шĕ те федераци хыснинчен тĕрев илесси пирки.  Пур-пĕрех эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илсе пулăшу пама тăрăшăпăр», – тенĕ вăл.  «Ачасен театрĕсене – 3-шне юсамалла, ТЮЗа ҫĕнетсе пымалла» – тенĕ вăл сăмаха малалла тĕснă май. «Ку объектсене юсаса ҫĕнетме те пирĕн патне заявка тăратнă»,  тенĕ министр ҫумĕ.

Сăмаха малалла Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тăснă май, регион бюджетĕнчен культура тытăмне тĕрев парса пулăшни пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.  «Грант виҫине самай пысăклатрăмăр, вĕсене тивĕҫес текенсем сахал мар.  Чăваш чĕлхине аталантарас тесе, кăсăклă произведенисене калăплакансене те эпир хамăр енчен пулăшусемпе хавхалантаратпăр.  Ҫамрăксем «Пушкин карттипе» хастар усă кураҫҫĕ. Вĕсем тăтăшах тĕрлĕ культура учрежденийĕсене ҫитсе хăйсене кăмăла каякан мероприятисене курса кăмăлĕсене тултараҫҫĕ.    Ку енĕпе калас пулсан пирĕн ҫамрăксем Раҫҫери ытти субъектсенчипе танлаштарсан –  чи хастар ҫӳрекеннисеам, кăтарту лайăх пулнипе республика иккĕмĕш вырăнта тăрать.  Республикăра культура учрежденийĕсене хăпартса лартма, юсаса ҫĕнетме сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланать республика бюджетĕнчен.   Федераци пулăшăвĕсене тĕпе хурса, хамăр енчен те пулăшу сахал мар уйăрма тăрăшатпăр», тенĕ Пуҫлăх.

«Кăҫал эпир пĕтĕмпе 160 млн тенкĕ уйăрнă культура пайне.  Халăх йышлă пухăнакан территорисенче уйрăмах культура ҫурчĕсене ҫĕнетсе пыма тăрăшатпăр, вăл ҫуртсене ҫынсем хапăл тусах ҫӳрени те куҫ кĕретех», тесе ҫирĕплетсе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ĕҫлĕ ҫӳревре пулнă май, сумлă хăна Чăваш Республикинчи Куславкка районĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» халалланă комплекса та ҫитсе курнă.  Паллă, туристсен маршрутне ҫак объекта кĕртсе хăварма плана кĕртнĕ.  

 Палăртма кăмăллă, паян Республика кунне халалласа чылай кăсăклă мепоприятисем палана кĕртнĕ, вĕсенчен пĕрне пĕтĕм Раҫҫейри Ача-пăча I -мĕш фольклорадине ҫитсе курнă, пухăннисене уяв ячĕпе саламланă министр ҫумĕ.



24 июня 2022
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter