«Чӑваш Ен аталанӑвӗн стратегиллĕ планне тĕпе хурса малашнехи ытти ĕҫсене те ҫивĕчлетсех пырăпăр», - тенĕ Олег Николаев

Паянхи пурнăҫ таппинче экономика чĕнĕвĕсене тĕпе хурса стратегиллĕ план туса пырас ыйтупа мероприятине ирхи апатлану тапхăрĕнче ирттернĕ, паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.   

Чăваш Енĕн стратегиллĕ планне  актуализацилеме хатĕррине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха пуҫланă май.  «Сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пăхса хăварнă, тĕллевсене те палăртнă», -  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пур-пĕрех маларахри стратегиллĕ плана пурнăҫа кĕртесси тĕп условисенчен пĕри пулса тăнине те асăннă вăл.  Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе йышăннă комплекслă планри мĕнпур мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пырасси  - тĕп условисенчен пĕри пулса тăнине каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Паянхи пурнăҫра тухса тăракан условисем пирĕн хамăрăн вăй-хăвата хушма хисеҫҫĕ.  Проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пулăшу формисене тивĕҫтерме пĕлмелле.  Ҫĕршыв Президенчĕ, РФ Правительстви тĕрлĕ ҫăмăллăх условисемпе пурсăмăра та пулăшать», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     «Кризиса хирĕҫ кĕрешмелли тĕп мерăсенчен пĕри -  инфратытăма анлăлатасси, ҫĕнетсе улăштарса пырасси. Ку тĕлĕшпе меню те кăсăклă пулмалла.  Ҫитес вăхăтсенче промышленноҫ кластерне вăй илтерсе аталантарса пыма тĕрлĕ пулăшу мелĕсем пурнăҫа кĕресси те куҫ кĕретех.  Апла пулсан, пирĕн хамăрăн йышăннă плана тӳрлетӳсем кĕртсе хăвармалла, тĕплĕн тишкерсе пĕтĕмлетӳ ĕҫĕсене те  тумалла», - тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионăн 2020-2025 ҫулсем валли пăхса хăварнă Комплекслă планĕ пирки чарăнса тăнă. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пырассипе плана кĕртсе хăварнă мероприятисем пирки каласа кăтартнă. 2035 ҫулсем валли  пăхса хăварнă стратегиллĕ план пысăк, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те ырми-канми тăрăшма тивет.  Пĕтĕмпе республикăра 200 инвестици инфратытăм проекчĕсене йышăнса хăварнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 12 млрд танлашать.  Паянхи куна илес пулсан регионта 700 проектпа хастар ĕҫлеҫҫĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 310 млрд танлашасси куҫ кĕретех.  

Регионта индустри паркĕсене хута яни, бюджетран куҫман укҫа-тенкĕне 8 млрд тенкĕ явăҫтарма май парасси паллă.  Тепĕр тесен, 2 пин ытла халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ, кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Сăмах май, регион Ертрӳҫи кулленех пысăк предприятисемпе, организацисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине хыпарланă.  Проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче пĕрлехи ĕҫ планне туса пыма та хатĕррине асăннă вăл.  «Эпир пурсăмăр та лайăх пĕлсе тăратпăр, промышленноҫ предприятийĕсем ҫитес вăхăтсенчех хăйсен  пысăк проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассине. Тепĕр тесен, вĕрентӳ пайĕнче те ҫĕнĕлĕхсем сахал мар, унта та планпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртмелли проектсем чылай», -  тесе пĕлтернĕ Пуҫлăх.  «Чи пахи – мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене комплекслă йĕркелесе пырасси. «Должноҫре ĕҫлекен ҫыннăн лайăх ăнланмалла, палăртса хунă тĕллевсене пурне те пурнăҫа кĕртмелле, яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымалла. Тепĕр тесен, кирек-епле ĕҫе те пĕр-пĕринпе килĕшсе пурнăҫлама пĕлмелле, вăхăта вăраха тăсса ямалла мар, палăртнă проектсене туллин графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫламалла», -  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Ирхи апатлану мелĕпе ирттернĕ мроприятине пухăннисем пуласлăхри ҫул-йĕрсем пирки те чарăнса тăнă, хăйсен планĕсем ҫинчен каласа кăтартнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Чăваш Республикин Мистрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, «Промсвязьбанк»  ПАО Председателĕн ҫумĕ  Антон Дроздов, Раҫҫей Федерацийĕн Шутлав палатин аудиторĕ Натаья Трунова, АСИ регионсен приоритетлă проекчĕсемпе ĕҫлекен директорĕ Дмитрий Абрамов тата та ытти сумлă ертӳҫĕсем тухса калаҫнă.      

 



24 июня 2022
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter