Чӑваш Ен "Перекетлӗ губернаторсен клубӗ" малта пыракансен эстафетине йышӑннă

Чӑваш Ен "Перекетлӗ губернаторсен клубӗ" малта пыракансен эстафетине йышӑннă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  «Росатом»  Патшалăх корпорацийĕн производство пайне аталантарассипе ĕҫлекен тытăмăн директорĕн ҫумĕпе Сергей Обозовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. «Перекетлĕ ĕҫлекен губернаторсен клубĕ»  лидерсен эстафетине Чăваш Ен илни пирки каланă уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче.

Сергей Обозов хăйĕн сăмахĕнче ҫитес вăхăтсенче Чăваш Республики палăртнă клубăн эстафетин ĕҫне тытăнассне  асăннă.  «Лайăх ĕҫлеме пĕлекен губернаторсен клубне Раҫҫейри 31 регион кĕрет. Вĕсем «Росатом» Патшалăх корпорацийĕпе пĕрле  «Тухăҫлă ĕҫлесе пыракан регион» проекта пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Координаци комитечĕн йышĕнче  губернаторсен ҫумĕсем, вĕсем перекетлĕ ĕҫлеме вĕрентсе пыракан управленийĕсен ĕҫне те йĕркелесе пыраҫҫĕ.  «Эпир координаци канашлăвне ирттеретпĕр. Ку ĕҫе 3-4 уйăхра пĕрре туса пыратпăр.  Асăннă тапхăрта паллă, эпир сирĕн регион ҫине таянса ĕҫе йĕркелĕпĕр.  Ăнсăртран мар, эсир лайăх ĕҫлекен губернаторсен клубĕн йышне кĕнĕ», – тесе сăмаха пуҫланă Сергей Обозов.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чăваш Республикин «Тухăҫлă ĕҫлекен регион» проектăн  ĕҫĕн кăтартăвĕсене те сӳтсе явнă.   Паллă, пĕр пухăннă пек чухне ерт ӳҫĕсем пуласлăхри ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.       

Олег Николаев хăйĕн докладĕнче паянхи куна илес пулсан, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем пĕтĕмпе 200 ытла проекта пурнăҫа кĕртсе пырассипе хастар ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ сумлă хăнасене.  

«Пирвайхи кăтартусем пуррине те куратпăр.  Патшалăх пулăшăвĕсене тивĕҫтерессинче вăхăт самай перекетленет.  Патшалăх пулăшăвне илме граждансем влаҫ органĕсенче тăрăшакансем патне  куҫăм тĕлпулăва та ҫӳремеҫҫĕ. Ку енпе те самай вăхăт ҫынсен  упранать.  2021 ҫулта сахал мар ĕҫсене оптимизациленĕ, пĕтĕмпе 500 пин  сехет  ĕҫ вăхăтне перекетлени те куҫ кĕретех», – тесе хыпарланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Хальхи вăхăтра республикăри патшалăх влаҫ органĕсене тăрăшакансемпе пĕрле вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсем виҫҫĕмĕш тапхăрпа ĕҫсене пуҫарса ярассипе хастар вăй хураҫҫĕ.  Паллă, проектсене  ятарлă комиссисем витĕр кăлараҫҫĕ.   Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пырассипе ҫыхăннă ҫĕнĕ йышши проектсем пулĕҫ.  Тепĕр тесен,  паха проектсем  регионта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма та май парасси часах пулĕ.    

Чăваш Республикинчи промышленноҫ пайне аталантарассипе ĕҫлекен фонд ҫумĕнче тухăҫлă ĕҫлесе пыма вĕрентекен производство проекта пурнăҫа кĕртсе пыма ятарлă Центр ĕҫне пуҫарса янă.  Пĕтĕмĕшле центрта методика ĕҫĕсемпе пулăшаҫҫĕ, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансене валли тĕрлĕ паха вĕрентӳ пособийĕсем хатĕрлеҫҫĕ, проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ.  

«Чăваш Республики «Тухăҫлă регион» проекта хастар кӳлĕнчĕ. Ку ĕҫе 2021 ҫулта «Росатом» Патшалăх корпорацийĕпе пĕрле пуҫарса янă.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – производствăра тухăҫлă ĕҫлесе пыма вĕренсе пырасси.    Предприятисемпе организацисенче  ĕҫлекенсен ĕҫ вăхăтне перекетлеме вĕренсен, тухăҫлăха ӳстерсен,  пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан ыйтусене тивĕҫтерсен – ҫитĕнӳ тăвасси те часах.  Паллă, оптимизаци текен ăнлава та малти вырăна хурса ĕҫлесе пыма тăрăшмалла», - тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ.   



24 июня 2022
12:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter