Кун йĕркинче — импорта хамăрăн продукципе улăштарасси

«Шупашкар — Арена» пăр керменте йĕркеленĕ «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава хутшăнакан компанисен продукцийĕпе паллашассине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноç предприятийĕсенчен пуçларĕ. Курмалли-хакламалли чăннипех нумай.

Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕ, сăмахран, хăйĕн çĕнĕ погрузчикне илсе килнĕ. Завод ертӳлĕхĕ каланă тăрăх, çак машина компоненчĕсем — пĕтĕмпех Раççейре туса кăларнисем, чикĕ леш енчен кӳрекенни нимĕн те çук. Кăçал завод 100 погрузчик туса кăларма палăртать, малашне вара производство анлăлансах пырĕ. «Четра», «Сеспель», «Элара», ВНИИР предприятисем те импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Олег Николаев предприятисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курнипе, ытти самантпа интересленчĕ — тĕрев малашне те пулассине çирĕплетрĕ.

Экономика форумĕ тĕлне Экспорта пулăшакан центр «Çулталăк экспортерĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Регион ертӳçи çĕнтерӳçĕсене наградăсем пачĕ, экспорт енĕпе ăнăçлă ĕçлекен компанисен ертӳçисене саламласа ăнăçу сунчĕ.

Анчах наградăсем çакăнпа кăна иксĕлмерĕç-ха. Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвне те Олег Алексеевич наградăран пуçларĕ. Комитет председательне Анатолий Аксакова «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят панă — ЧР Пуçлăхĕ ăна саламласа Чăваш Еншĕн тунă тата тăвакан пысăк ĕçшĕн тав турĕ.

Ларăва пуçланă май вăл санкцисем нумай йывăрлăх кăларса тăратнине палăртнипе пĕрлех хамăрăн предприятисемшĕн çĕнĕ майсем уçни çинчен каларĕ — вĕсемпе май пур таран туллин усă курмалла. Темăна экспертсем — ПД депутачĕ Анатолий Аксаков, Дума комитечĕн членĕсем тишкерчĕç, экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Правительство бизнеса пулăшас тĕллевпе палăртнă мерăсемпе паллаштарчĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru 



24 июня 2022
18:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter