«Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри XXX-мĕш фестивале Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫнă

Республикăра «Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» фестиваль иртнĕ, мероприятине пухăннисене чун-чĕререн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă.
«Эпир кашни ҫулах Раҫҫей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕсен культура еткерне, йăли-йĕркине курса вăй хăватăмăрсене хушатпăр. Паян та пĕрле пĕр чăмăра пухăнса савăнатпăр. Культурăпа йăла-йĕрке мĕн авалтан упранса пырса ламран-лама куса пырать», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ уява пухăннисене салаланă май. Куракансене пултаруллăх ăстисем ăшă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Фестивале савнăҫлă лару-тăрва уҫнă ҫĕре Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков хутшăннă. Сăмах май, ҫак палăртнă сцена ҫинче эрне каялла, Раҫҫейĕн тĕрленĕ карттине халăх умне кăларса тăратнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Раҫҫей карттине мĕнпур субъект хапăл тусах хутшăннă. Вĕсем пĕр чăмăрта пĕр-пĕрин йăли-йĕркипе культурине сăнарласа пама пултарчĕҫ. Пухăннă хăнасене Чăваш наци музейне ҫитсе курма сĕнетĕп», – тенĕ вăл. Кашни ҫын вăл асамлăха курса, Раҫҫейĕн хăватне курса ĕненме пултарайрать. Алă ĕҫ ăстисем ҫав тери хитре тĕрлесе кăтартса панă карттăра хăйсен территорийĕсене.
«Раҫҫей ҫăл куҫăсем» Пĕтĕм Раҫҫейри фестивале мĕнпур субъектсенчен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Республикин Правительствин пысăк калăпăшлă акцине мĕнпур халăх хутшăнса пĕрне-пĕри савăнăҫ парнелеме пултарайрать. Палăртнă мероприятине «Атăлҫи ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри фестивале 1996 ҫулта пуҫарса янă. Каярах акци ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă, уява ытти регионсем те хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартса пама тăрăшнă. 30 ҫул хушшинче фестиваль чăнласах та анлă сарăлнă. Раҫҫейри мĕнпур культура мероприятийĕсенчен чи анлă сарăлни теме те юрать. Уява кашни ҫулах халăх йышлăн пухăнать. Фестивале хутшăнма кăмăл тунисен шучĕ пиллĕк пинрен те иртсе кайнă.
Паян, ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче анлă концертсем Куславккара, Канаш хулинче, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче, Шупашкар хулинче иртет. Пĕтĕмлетӳ уявĕ гала-концертпа вĕҫленет. Палăртса хăваратпăр, юлашки икĕ ҫул хушшинче, ҫĕршывра усал амак чирĕ – кăшăл вирус алхаснине пула, фестивале онлайн-форматпа йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятийĕн калăпăшĕ ҫавăн пекех пысăк пулнă, кашни халăх хăйĕн культурине, йăли-йĕркине кăтартса пама пикеннĕ.