Тĕкĕрлĕ инжинири центрĕ Чăваш Енре пума пултарĕ

Тĕкĕрлĕ инжинири центрĕ Чăваш Енре пума пултарĕ

 Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Санкт-Петербургри политехника университечĕн цифра трансформацийĕн проректорĕпе Петр Великийпе (СПбПУ),  «Новые производственные технологии» тата Инжинирингового центра «Центр компьютерного инжиниринга» НТИ СПбПУ компетенцийĕсен центрĕн ертӳҫипе (CompMechLab®) СПбПУ  Алексей Боровковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ĕҫлĕ канашлура  Чăваш Енре тĕкĕрлĕ инжинири центрне тăвасси пирки йышăнăва шăпах та  пăхса тухнă. 

Паянхи пурнăҫ таппинче туха тăракан ыйтусене татса парассинче цифра технологийĕсен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса ытларах ĕҫлемелли пирки канашланă уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.  Промышленноҫ тытăмĕнче пысăк технологисене тĕпе хурса таварсене тирпейлесе кăлармалли пирки те анлă пăхса тунă етӳҫĕсем.  Пĕр сăмахпа каласан, импорта улăштарассине ҫивĕч ĕҫлесе пыма пĕлмелли пирки калаҫнă.

«Санкт-Петербургри политехника университечĕ чи  малта пыракан вĕренӳ учрежденийĕсенчен пĕри пулса тăрать.  Цифра трансформацийĕсене тĕпе хурса вĕрентсе пыраҫҫĕ пысăк профессионалсене палăртнă вĕрентӳ учрежденийĕнче.   Паха ĕҫ опычĕ паянхи лару-тăрура ытти регионсемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.  Чăваш Республикин Правительствин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри  шалти промышленноҫ тытăмне вăй илтерсе аталантарса пырасси. Уйрăмах пысăк технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пырасси.  Эпир паян калаҫса килĕшнĕ ыйтусем, шăпах та пуласлăхра ҫĕнĕ  пысăк технологиллĕ таварсене тирпейлесе кăларма пулăшассине те шансах тăратпăр»,  тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

Алексей Боровков  цифра двойникĕсем пирки ытларах каласа ăнлантарнă. Ку технологи уйрăмах паянхи пурнăҫ таппишĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине те асăннă вăл. СПбПУ проректорĕ Цифровой платформы CML-Bench™ хăйне евĕрлĕхĕ пирки те тĕплĕн ăнлантарса панă.  Палăртнă ҫĕнĕлĕх CompMechLab® паха енĕсем пирки те чарăнса тăнă.   Ку технологине инженери центрĕ пуҫарса янине асăннă вăл. 

 «СПбПУ тата Центр НТИ СПбПУ  ытти регионсемпе  те тачă ҫыхăнса ĕлесе пырать.  Наука центрĕсемпе, тĕрлĕ предприятисемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пырать палăртнă центр.   Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Алексей Бровков.

«Паян эпир пĕрле инжинири центр ĕҫне пуҫарса ярассипе ҫыхăннă проекта сӳтсе яврăмăр.  Ыйтăва И.Н.Ульянов ячĕллĕ  Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшкансемпе тĕплĕн пăхса тухрăмăр. Енчен те палăртса хунă ĕҫсем пĕтĕмпех туллин пурнăҫа кĕрсе пырсан, пысăк технологиллĕ хатĕрсене ӳлĕмрен тирпейлесе кăларма аванрах та пуласси куҫ кĕретех.   Паян пурсăмăр та хамăр ума латнă тĕллевсене лайăх ăнланатпăр.  Пирĕншĕн чи пахи Чăваш Республикин Правительстви мĕнпур ыйтусене пурнăҫа кĕртме хатĕр пулни, кирлĕ пек пулăшу пама тăрăшни», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Тĕлпулу вăхăтĕнче виҫĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Санкт-Петербургри политехника университечĕ, Чăваш Республикин Промышленоҫпа энергетика министерстви тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ  пĕр-пĕрин хушшинче  ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки калаҫса килĕшнĕ документа алă пуса ҫирĕплетсе хăварнă.   

Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров  хăйĕн сăмахĕнче инжинири центр ĕҫне пуҫарса яни – цифра трансформацийĕнче пысăк пулăшу пуласса асăннă. Малта пыракн пысăк технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма вĕренсе пырассине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Пĕлетĕп, паян эпир чи кирлĕ килĕшĕве алă пуса ҫирĕплетрĕмĕр.  Енчен те вăйлă ушкăнсем пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма вĕренсе пыраҫҫĕ пулсан, ҫав тери паха таварсем пуласлăхра тирпейлесе тухасси пирки никам та иккĕленмĕ.  Тепĕр тесен, организацисемпе пĕрле килĕшсе ĕҫлесе пыни –  паха специалистсене хатĕрлесе кăларма та витĕм кӳрĕ  Хальхи вăхăтра пирĕн хатĕр порограмма та пур.   Ăна эпир пурнăҫа тапхăр-тапхăрăн кĕртсе пыма тăрăшăпăр» – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Пуласлăхри ĕҫсем пысăк. Пилотлă проекта пурнăҫа кĕртме хатĕрленетпĕр.  Паллă, трактăрсем тăвакан Концерн валли пирĕн ҫĕнĕ проект пулăшу пулассине те пĕлсех тăратпăр.  Мĕнпур ĕҫсене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн бази ҫумĕнче йĕркелесе яма плана кĕртнĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

 



24 июня 2022
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter