Маттур та хастар хӗрарӑмсене чысларӗç

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ  иккĕмĕш хутчен "Эпĕ - хĕрарăм" конкурс ирттерчĕ. Кăçал унта 500 яхӑн пике-арăм хутшăнма кăмăл тунă.

Малтанхи пекех хальхинче те çĕнтерÿçе палăртмашкăн çынсен шухăшне шута илчĕç. Çавăнпах кашниех ентешшӗн е пĕлĕшшĕн сасăлама пултарнă. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем паллă та ĕнтĕ. Паян вĕсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысларĕç.

Маттур та пултаруллă хĕрарăмсене Раççей культура министрĕн çумĕ Ольга Ярилова саламларĕ.

– Эпир кашниех кил ӑшшин управçи. Тивӗç те нумай пирӗн. Анчах та пурин те хитре кӗпе, çӳллӗ кӗлеллӗ пушмак тӑхӑнас килет. Çак проект сцена çине тухса хӑюллӑнах: "Эпӗ – хӗрарӑм", – тесе калама май парать, – терӗ Ольга Сергеевна.

– Хаклӑ хӗрарӑмсен ячӗпе тӗрлӗ ӑшӑ сӑмах калас килет. Юратнӑ хӗрарӑмсем пирӗн пурнӑçа илем кӳреççӗ, ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелеççӗ. Шӑпах эсир пире, арçынсене, хамӑра вӑйлӑ туйма май паратӑр, – палӑртрӗ ЧР Пуçлӑхӗ Олег Николаев.

www.hypar.ru



27 июня 2022
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter