«Республика аталанăвĕн ҫĕнĕ императивĕ ESG принципĕ ҫине таянса ĕҫлĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Республика аталанăвĕн ҫĕнĕ императивĕ ESG  принципĕ ҫине таянса ĕҫлĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫак ҫулсене уйрӑм стратегире палӑртма  хушнă, ăна Аслă экономика канашĕ ҫумĕнчи ĕҫ ушкăнĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен  тишкермеллине палăртнă.

 «Ку пек йышăну пĕлтерĕшлĕ пулассине шанатпăр.  Ҫитес вăхăтра хăйне евĕр пĕр концепци пăхса хăвармалла, вăл лайăх пĕр тикĕс аталанса пыма пулăштăр. Паллă, ăна ESG-технологийĕсене тĕпе хурса йĕркелемелле.  Пурсăмăрăн та лайăх ăнланмалла, ку пирĕн пуласлăх, капла тума пирĕн тĕллевĕмĕрсем те пысăк», - тесе каланă Олег Николаев. Сăмах май, ку тĕлĕшпе пурнăҫа кĕрсе пыракан виҫĕ ҫул-йĕр пирки  те чарăнса тăнă.   

Калăпăр,  пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Петербургра Ульяновск облаҫĕпе тат Мордови Республики пĕрлехи ĕҫсем туса пыма калаҫса килĕшнĕ.  Ĕҫ хучĕсемпе килĕшӳллĕн, Шупашкарти шыв упрамалли объекта технологисене йĕркелесе яма тата ăна тĕрĕслев витĕр кăларма усă курăнасси те паллă.

Чăваш Енре электроавтомашинăсем валли заправкăсем тума пуҫланă. «Шупашкарти экономика форумĕнче  эпир калаҫса килĕшрĕмĕр, ҫитес виҫĕ ҫулта ҫирĕп инфратытăм йĕркеленĕ, республикăра ҫакăн йышши 130 объект тума плана кĕртнĕ. Калама ҫук питĕ пысăк ĕҫ.  Ҫакашкал ĕҫсене хула хутлăхне хăтлăлатас концепцине тĕпе хурса, архитектура йышăнăвĕсемпе килĕшӳллĕн тӳр килтерсе пурнăҫа кĕртсе пыма тĕллев лартнă», - тесе хыпарланă  республика Пуҫлăхĕ.   

Виҫҫĕмĕш ҫул-йĕр – индустри паркĕсенче ESG-технологи ĕҫне пуҫарса ярасси.  «Пирĕн Ҫĕнĕ Шупашкарта индустри паркĕ пур. Унта шăпах та,  ESG-технологине тĕпе хурса ĕҫсене йĕркеленĕ.  Хими таварĕсене тирпейлесе кăларассинче ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса пурнăҫласа пыраҫҫĕ», -  тесе палăртнă Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

Стратеги ĕҫне пуҫарса ярассинче хушма экспертсем кирлĕ пулма пултарассине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Кĕркунне валли ESG-технологине аталантармалли векторсене палăртса хăвармаллине каланă  вăл.  Стандартсене палăрта, епле пурнăҫа кĕртсе пымалли пирки те асăннă. Пĕр сăмахпа каласан, ҫĕнĕлĕхе тарăн тишкерсе, пурнăҫа кĕртме чĕнсе каланă Ертӳҫĕ.  Пур пек проектсене хакламалла, уйрăмах наци проекчĕсемпе килĕшсе тăраканнисем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине те асăннă вăл.     Стратеги ĕҫне  кăҫал юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлесе ҫитерме плана кĕртнине  каланă Пуҫлăх хăйĕн сăмахĕнче.       

 



27 июня 2022
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter