Чăваш Енре тимуровецсен юхăмĕ вăй илсе аталанса пырать

Чăваш Енре тимуровецсен юхăмĕ вăй илсе аталанса пырать

Чăваш Енре пуҫласа «Ырă ĕҫсемлĕ ҫу кунĕсем» республика фестивалĕ иртнĕ. Вăл мероприятине республикăри мĕнпур муниципалитетсенчен 150 хастар хутшăнма кăмăл тунă.   

Тимуровецсем ватăсем, сусăрсем, Тăван ҫĕршывăн  Аслă вăрҫин ветеранĕсем патне тăтăшах  ҫитсе ырă ĕҫсем туса, вĕсен кăмăлне тултарма тăрăшаҫҫĕ. Палăксем умĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те сахал мар тимлеҫҫĕ вĕсем. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫак асăннă юхăм уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.  Паян та ҫак юхăм вăй илсе аталанса пытăр тесе, Чăваш Ен Правительстви тĕрев пама хатĕррине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Тимуровецсен юхăмĕн ĕҫĕ пархатарлă пулса тăрать. Вĕсем кулленех йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшу пама пикенеҫҫĕ.  Тепĕр тесен, ачасене пĕр чăмăра пухăнса пĕр-пĕринпе туслă пулма та вĕрентет ҫак асăннă юхăм.  Чăваш Республикин Правительстви май пур таран хăй енчен пулăшма хатĕр.  РФ Патшалăх Думинче совет саманин тапхăрĕнчи пионерсен форми евĕр ҫĕнĕ юхăм ĕҫне пуҫарса ярасси пирки саккун проекчĕ пур.  Чăваш Республикинче Тимуровецсен юхăмĕ ҫав тери лайăх аталаннă.  Малашне тата та лайăхрах ĕҫлесе пыма хамăр енчен асăннă юхăм валли кирлĕ пек условисем хатĕрлесе пама тăрăшăпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Фестиваль Тимур ушкăнĕсене ҫуллахи тапхăрпа аталанса вăй илсе пыма витĕм кӳрĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров кашни командăн ертӳҫине дневник паса чысланă. Унта малашне ырă ĕҫ тăвакансем хăйсен пуҫаруллă ĕҫĕсем пирки ҫырса пырĕҫ, ватăсене пулăшупа тивĕҫтерни ҫинчен те кирлĕ пек хыпарсене вырнаҫтарĕҫ.   

Тимуровецсен кам та пулин  ĕҫ хушассине кĕтсе лармалла мар, хăйсен чĕри ыйтнă пек туххăмрах тухса кайса, йывăра лекнисене май пур таран пулăшу парса тивĕҫтермелле.  Шупашкарти кооператив институчĕн ветерансен канашĕн председателĕ Миранда Кольцова тата Кусславкари 2-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ĕҫлекен тимуровецсен командин ертӳҫи Светлана Миронова хăйсен паха ĕҫ опычĕсем пирки каласа кăтартнă ҫитĕнекен ăрăва.    Фестивале пухăннисем пăрахăҫланнă юхăмăн историйĕ пирки кĕскен аса илсе хăварнă. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă, Марий Эл, Самара облаҫăсенчи ушкăнĕсемпе телемост ирттернĕ, туслăха ҫирĕплетнĕ.   

Пĕр пухăннă пек чухне ачасемпе мастер-классем ирттернĕ, «Ырă ĕҫсем канăва каймаҫҫĕ» федераци проектне тарăн сӳтсе явнă, Раҫҫейри шкул ачисен юхăмĕ паянхи пурнăҫ таппинче вăй илсе аталанса пынине курса ĕненнĕ.     XX-ĕмĕрте 40-мĕш ҫулсенче ҫак асăннă  юхăм  ĕҫĕ пуҫланса канă. Тимур тата унăн команди Аркадий Гайдар повеҫĕ тăрăх йĕркеленнĕ тесен те йăнăш мар пулĕ.  Совет самани вăхăтĕнче Тимур ĕҫĕ ыттисемшĕн яланах тĕслĕхре пулса тăнă.  Тимур пек пулас тесе кашни шкул ачи тăрăшса вĕреннĕ, ырă ĕҫсем туса пыма пикеннĕ. Ватăсене, ачасене пулăшас тĕллевпе кулленех пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлесе пыма пĕлнĕ.  Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсене те уйрăмах вăй илсе пынă асăннă юхăм.  1945 ҫулта Совет Союзĕ вăхăтĕнче виҫĕ миллион ытла тимуровец тесе шута илнĕ.  Ҫĕнтерӳ тунă хыҫҫăн, вĕсем ветерансене киле кайса пулăшнă, вил тăприсене тасатса тирпейлесе тăнă, ватăсен кулленхи ĕҫĕсенче май пур таран пулăшса пынă.  60 ҫулсенче Тимуровец юхăмĕ тата та анлăрах сарăлнă, пĕтĕм Союзĕпех вĕсем паллă пулнă, ятарлă статус парса вĕсене ҫирĕплетнĕ. Совет Союзĕ арканнă хыҫҫăн, вĕсен юхăмĕ вара пăрахăҫланннă.   Каярах, темиҫе ҫулсем иртнĕ хыҫҫăн, тепĕр хут ырă ĕҫ тăвакансен юхăмĕ аталанма пуҫланă.  Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта пĕтĕмпе 30 ытла тимуровецсен командине шута илнĕ.  



28 июня 2022
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter