Раҫҫей Ҫамрӑкӗсен кунӗнче Чăваш Енре чи хастар яш-кĕрĕме Ҫамрăксен Патшалăх премине парса хавхалантарнă

Раҫҫей Ҫамрӑкӗсен кунӗнче Чăваш Енре чи хастар яш-кĕрĕме Ҫамрăксен Патшалăх премине парса хавхалантарнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионăн аталанăвне пысăк тӳпе хывнисене Чăваш Республикин Ҫамрăксен Патшалăх премине парса чысланă.  Пысăк хисепе республикăра пурăнакан 26 яш-кĕрĕм тивĕҫлĕ пулнă.

«Эпĕ хам сирĕн ĕҫсемпе паллашма тăрăшрăм. Сирĕн кăтартăвăрсем, ҫитĕнĕвĕрсем пире мăнаҫланмаллипех мăнаҫланма хистеҫҫĕ.  Тепĕр тесен, питĕ лайăх ăнланатпăр, пуласлăх пирĕн ҫирĕп алăсенче пулассине.  Пирĕн ҫамрăксем – хастар, пултаруллă, ăс-хакăл енчен те пуян тавра-курăмлă, ҫав тери пысăк тĕллевсем палăртса, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшать.  Ҫĕршыв аталанăвĕшĕн те яваплăха туйса пурăнни куҫ кĕретех» – тенĕ мероприятине пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

Чи малтанах Олег Николаев Чăваш патшалăх аграри университетĕнче тăрăшакансен проекчĕ пирки чарăнса тăнă.  Вĕсен пуҫаруллă ĕҫне паянхи пурнăҫ таппинче ветеринари пайĕнче ĕҫлекенсем хапăл тусах йышăннине асăннă.  Тепĕр пысăк ĕҫсенчен пĕри – «Сăр рубежĕ» фильм. Ăна вăл темиҫе хут та курса кăмăла тултарнине пĕлтернĕ Пуҫлăх. «Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕн пайташĕсем ҫав тери кăсăклă кăларăм туса хатĕрленине палăртнă.  «PROнаставничество» И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенсем те паха проект хатĕрленине палăртса хăварнă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

«Паян мĕнпур ҫамрăксене уяв ячĕпе саламлатăп.  Хăвăрăн пĕлĕвĕрпе тĕллевлĕн усă курма тăрăшăр. Пурнăҫра тĕрĕс ҫул-йĕр тупса, ăна лайăх утса тухма пĕлĕр.  Кулленех ҫĕнни патне ăнтăлăр, паха проектсем хатĕрлесе, пурнăҫа кĕртме пикенĕр», – тесе сăмаха ҫавăрнă республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Ҫамрăксен Патшалăх премине илме пĕтĕмпе Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствине 2021 ҫулта 37 проект хатĕрлесе тăратнă.  (2020 ҫулта – 33 ĕҫ). Проектсенчен ытларах пайĕ спортпа ҫыхăннă. Литературăпа, культурăпа, журналистикăпа ĕҫе ҫыхăнтарма кăмăл тăваканнисем те сахал пулман.  

Ҫамрăксен ячĕпе Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕренекен Кристина Петрова республика Правительствине хăйсем патне ҫакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  " Чăваш Республикин Ҫамрăксен Патшалăх премийĕ – пире пуласлăхра тата та лайăхрах ĕҫлесе пыма хавхалантарать.  Пире шаннине, хисепленине, пирĕн ĕҫсене пысăка хурса хакланине ҫирĕплетет», – тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Ҫамрăксен Патшалăх премине регионта 1996 ҫултан пама тытăннă.  2017 ҫултан пуҫлса ку хисепе тивĕҫекенсен йышĕ саккăртан вуннăна ҫитнĕ.  Асăннă тапхăр хушшинче пĕтĕмпе 250 ҫамрăк яш-кĕрĕм премине тивĕҫлĕ пулнă.  Палăртма кăмăллă,  проектсене Чăваш Республикин территорийĕнче туллин пурнăҫа кĕртнĕ.  

 



28 июня 2022
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter