Паллă мар Салтакăн вил тăпри умĕнчи Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕн пĕр пайăркине Чăваш Енри «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» халаланă Мемориалта чĕртме пилленĕ

Паллă мар Салтакăн вил тăпри умĕнчи Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕн пĕр пайăркине Чăваш Енри  «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» халаланă  Мемориалта  чĕртме пилленĕ

Мускавра Александровский садĕнче Паллă мар салтакĕн вил тăпри умĕнчи вут-ҫулăмне ҫутнине халалласа торжествăлла  мероприяти пулса иртнĕ.

«Ҫав тери хумхануллă самант, чун-чĕремĕрсенче мăнаҫлăх туйăмне ҫуратать.  Ҫак ҫулăмăн пĕр пайăрки тыл ĕҫченĕсен паттăрлăхне халалланă ҫулăма та чĕртĕ.  Вĕсем те ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе сахал мар вăй хунă. Чăваш Енре виҫĕ уйăхра 380 ҫухрăм тăсăлса выртакан хӳтĕлев чиккисене тунă.  Тăшмансен танкĕсене чарма ятарлă пысăк шăтăксем те сахал мар чавнă. Ҫĕр айĕнче самантлăха та пулин сыхланса юлмалли вырăнсем те чылай алтнă.  Ҫак паттăрла ĕҫсем пирĕнте ĕмĕр асра упранĕҫ. Вĕсем пире паян та ҫитĕнӳсем тума хавхалантараҫҫĕ, ҫĕршыва юратса пурăнма витĕм кӳреҫҫĕ.  Мемориал шăпах та, вĕсене халалланă объект пулса тăчĕ. Эпир вĕсене чыс тунине ҫирĕплетекен мĕнпур ĕҫсенчен чи пĕлтерĕшли пулса тăрать. Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене палăртса хута каякан Мемориаллă комплекс калама ҫук питĕ пĕлтерĕшлĕ» , - тесе каланă хăйĕн  сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Обществăлла проектсемпе ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Управленийĕн пуҫлăхĕ Сергей Новиков хăйĕн сăмахĕнче ҫакнашкал паттăрсене халалланă объектсене хута яни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать ҫитĕнекен ăрушăн тесе каланă. «Ҫамрăксем   Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче  мĕн пулса иртнине тĕпрен пĕлейреҫҫĕ. Ачасемпе, хĕрарăмсем, ватăсем хăйсене шеллемесĕр ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнине хаклама, вĕсен паттăрлăхне хăйсен чĕрисенче упрама пĕлеҫҫĕ. Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче техника таврашĕ те пачах та пулман, ачасем, хĕрарăмсем, ватăсем хĕлле, е ҫумăр, е юр ҫунă пур-пĕрех кĕреҫесемпе шăтăксем чавнă, тăшмана чарма, май пур таран парăнтарма тăрăшнă.    Паян палăк пур, апла пулсан вăл ĕмĕр халăх асĕнче упранассине пурсăмăрта лайăх пĕлетпĕр», - тенĕ вăл.

Мемориалпа юнашар интерактивлă музей пулассине те хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Унта шăпах та, вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем пирки тĕплĕнрех паллашма  паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсем вырнаҫтарĕҫ.  

Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕн пĕр пайăркине Куславкка тăрăхне «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене»  халалланă  комплекса уҫнă ҫĕре илсе килеҫҫĕ.  Паллă пулăм Чăваш Енре утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулать. Ăнсăртран мар ҫак куна палăртаҫҫĕ, 1941 ҫулта пуҫласа «Пĕтĕмпех фронта, Ҫĕнтерĕве валли» ятлă лозунг кĕрленĕ. Ҫĕршыври мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухăнса ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн ĕҫлеме чĕнсе каланă. Уйрăмах хӳтĕлев чиккисене тунă хуласемшĕн ҫак лозунг пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă та.  Вут-ҫулăм пайăркине пирĕн тăрăха илсе ҫитерме ятарлă условисем туса хатĕрленĕ. Кирек-епле ҫанталăк пулсан та, вăл ҫулăм пирĕн тăрăха ҫитейрет.   Планпа килĕшӳллĕн, пирĕн республикăна автоколонна ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕн пайăркине илсе килĕ.

Паянхи паллă пулăмра Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Олег Машковцев, РФ Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Константин Косачев, РФ Патшалăх Думин финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин хӳтĕлев Комитечĕн председателĕ Андрей Картаполов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем   Ринат АюповОлег ИванинскийТатьяна ЛобачАртём Прокофьев, Алла Салаева, Елена Цунаева, РФ сывлăх сыхлавĕн асăрхав службин ертӳҫи Алла Самойлова,  «Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем» тĕп штаб председателĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ  Ольга Занко, Раҫҫейри ҫар историйĕсен обществин  председателĕ Николай Овсиенко, «Юнармия» тĕп штабăн пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕ Виктор Кауров, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, тыл ĕҫченĕсен тăванĕсем тата та ытти официаллă ҫынсем пулнă.



29 июня 2022
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter