3 млн тенкĕ чухлĕ ĕҫ укҫин парăмне парса татма палăртаҫҫĕ Чăваш Енре

Чӑваш Енре "Чӑваш бройлерӗ" ОАО ӗҫченӗсем умӗнче ӗҫ укҫи тӳлессипе парӑмӑн пӗр пайне  парса татĕҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлессипе ĕҫлекен ведомствӑсен комисси ларӑвӗнче Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕҫ инспекцийĕн ертӳҫи Алексей Метёлкин пĕлтернĕ.  

"Маларах эпир "Чӑваш бройлерӗн" конкурс управляющийӗн ларӑвӗсенче ыйтăва пăхса тухрăмăр. Тавлашуллӑ самантсем те пулчĕҫ.  Паллӑ, хăш-пĕр татса паман ыйтусем те пур-ха.  Ҫитес кунсенче эпир предприятире 3 млн ытла тенкӗ чухлӗ парӑма пӗтерессе кӗтетпӗр. Предприяти ӗҫченӗсем ҫитес вӑхӑтра хӑйсен ӗҫ укҫине илӗҫ", – тенĕ Чӑваш Енри патшалăх ĕҫлев тĕп инспекторӗ.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа пӗтӗмпе прокуратура, следстви комитечӗн тата Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле тӑрӑшнине пула, ӗҫ укҫи 55 ӗҫчене 2,9 млн тенкӗ чухлӗ тӳлесе татма витĕм кӳнĕ. Предприятисемпе организацисем тĕрĕслев комиссийĕсен йышăнăвĕсене тĕпе хурса ыйтусене татса панă.  

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсенче профилактика рейчӗсем  тăтăшах ирттерме чĕнсе каланă, ведомствăсен хушшинчи комиссийĕсен ларăвĕсене те графикпа килĕшӳллĕн йĕркелесе пыма хушнă. Йывăрлăхсем кăларса тăратма пултаракан организацисен ертӳҫисемпе уҫă калаҫусем ирттерме сĕннĕ, сăрă схемăсемпе ĕҫ укҫисемпе халăха тивĕҫтерессинчен сыхă тăмаллине, ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытмаллине хушса каланă вăл.  

"Пирӗн  йĕрке пăсакансене явап тыттарма май пур тейĕпĕр.  Саккунсене  пăхăнса пыман ертӳҫĕсене тупса палăртмалла. Вĕсем пуласлăхра халăхăн шăпине те кăштах чăрмав кӳреҫҫĕ, уйрăмах пенси  тивӗҫтерес тӗлӗшпе вӗсен малашнехи прависене те пӑсаҫҫӗ. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла», – тенĕ вăл.  

Федераци Налук службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн  пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх, республикӑра 11 пин ытла налук тӳлекенсем шутланаҫҫӗ, вӗсем е палӑртнӑ МРОТран пĕчĕкрех ĕҫ укҫине тӳлеҫҫӗ, е ӗҫ хутшӑнӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗн факчӗсене пытараҫҫӗ. Ҫав хушӑрах пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫакӑн пек ӗҫ паракансен шучӗ 11% чакнӑ.

"Муниципалитетсенче  ĕҫ укҫисене сăрă схемăсемпе тӳлекенсене тытса чармалли чи тухӑҫлӑ меслет – рейд ирттересси. 2022 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑра пурӗ 1223 рейд ирттернӗ, вӗсенчен 194 тӗслӗхре (16 процент) ӗҫ укҫи тӳлевне чакарнине палӑртнӑ е тата «сăрă» схемăпа тивĕҫтернине тупнă", –  тесе пĕлтернĕ Федерацин Налук службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Марина Петрова. Вӑл ҫапла хушса каланă: «Предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне тухса тĕрĕслев ирттерессипе Улатӑр тата Йӗпреҫ районӗсенче  хастар ĕҫленĕ, ҫав вăхăтрах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Куславкка, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне тата Елчӗк районӗсенче пӗр рейд та ирттермен», - тенĕ.

Муниципалитетсене Раҫҫей УФНСăн Чӑваш Республикинчи Управленийĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă. Строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама палăртнă контрактсем пирки хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăрсан аван пулассине те асăннă. Тепре чухне, объектсене тĕпрен юсакансем, реконструкци ĕҫне пурнăҫлакансем  налуксене вăхăтра тӳлеменнине те тупса палăртасси часах  пулнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.



01 июля 2022
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter