Чăваш Енре «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» мемориала уҫнă

Чăваш Енре «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» мемориала уҫнă

 Куславкка районĕнче Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене халалланă астăвăм комплексне уçнă. Мемориал пуҫласа Раҫҫейре пĕрремĕш хута кайрĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи вăхăтĕнче тыл ĕҫченĕсене халалланă объектăн калăпăшĕ ҫав тери пысăк. 1941-1945 ҫулсенче паттăрла ĕҫсем тунисене асăнса, ҫĕнтерĕве ҫывхартма витĕм кӳнисене палăртса паян шăпах та, Пĕтĕм Раҫҫейри ĕҫ паттăрлăхĕн хулисен иккĕмĕш форумне уҫнă.  Совет Союзĕн тапхăрĕнчи паттăрла ĕҫсем ĕмĕр асра пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ ҫак пулăмсем.  

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕнчи Чăваш Ен Кадет корпусĕнче ăс пухакан курсантсем Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмне  Мемориалта  официаллă майпа чĕртнĕ.  Вут-ҫулăмăн пĕр пайăркине  Мускавран Паллă мар Салтакăн вил тăпри умĕнчи Ĕмĕрлĕх вут-ҫулĕмĕнчен пирĕн тăрăха илсе ҫитернĕ. Торжествăлла пулăмра официаллă хăнасемпе пĕрле мĕнпур халăх Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечексем хунă, самантлăха шăплăха тытнă. 

Паян историлле пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов, РФ Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Николай Журавлев,   РФ Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, Раҫҫейри ҫарпа истори обществин Председателĕн ҫумĕ – Николай Овсиеко, тыл ĕҫченĕсем тата та ытти сумлă хăнасем пуҫтарăннă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров мероприятине пухăннисене саламланă май, РФ Президенчĕн Владимир Путин саламне вуласа панă. Вăл вăрçă тапхăрне, çĕнтерĕве çывхартнă çынсен ятне ялан асра тытмаллине палăртнă.

«Мĕнпур халăх вăрҫăн пĕрремĕш кунĕнченех пĕрне-пĕри пулăшса ҫĕршывăмăра хӳтĕлессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Аслă Ҫĕнтерĕве   ҫывхартассинче тыл ĕҫченĕсен тӳпи те ҫав тери пысăк. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр, тăшмана парăнтарас тесе ырми-канми вăй хунă, промышленноҫ предприятийĕсенче ĕҫлесе Тăван ҫĕршывшăн тăрăшнă. Чăваш Республикин тĕп хули чăнласах та, пысăк хисепе тивĕҫ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсен ячĕсем ĕмĕр асра. Паян хута каякан мемориал пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ салам йĕркисенче ҫĕршыв Ертӳҫи. 

Паллах ӗнтӗ, тылри ик ҫӗр пин ытла ҫыннӑн чӑн-чӑн массӑллӑ паттӑрлӑхӗ – Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас ӗҫе хывнӑ калама та ҫук пысӑк тӳпе. Тыл ӗҫченӗсем эвакуациленӗ заводсене ҫӗнӗ вырӑнта ҫийӗнчех хута янине, уй-хирте, эвакуаци йӗркипе куҫса килнӗ госпитальсенче ырми-канми вӑй хурса ӗҫленин пӗлтерӗшне палӑртмалла. Пирӗн тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ темӑна Тӑван ҫӗршыва чунпа парӑннин, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотлӑх тата ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе воспитани памалли ырӑ тӗслӗх вырӑнне хурса халӑх хушшинче анлӑн сарас ӗҫе малалла тӑсмалла.

Игорь Комаров пĕтĕм Раҫҫейри форума уҫнă май, ҫакнашкал Мемориала уҫни пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.  Федерацин Атăлҫи тăрăхĕнчи 14 хула ҫак хисеплĕ ята тивĕҫнĕ. Вĕсен ĕҫ паттăрлăхне пирĕн ĕмĕр асра тытса, ҫитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма пĕлмеллине каланă.   

РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫин Пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Кириенко Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николева тав тунă май, пурне те ырлăх-сывлăх, мĕнпур проектсене яланах пурнăҫа кĕртсе пыма вăй-хал суннă.   РФ Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Николай Журавлев хăйĕн сăмахĕнче торжествăлла пулăма пухăннисене саламланă май, РФ Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко ҫырнă тав сăмахĕсене вуласа панă. Вăрҫă хирĕнче тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр чăмăра пухăнса пĕрне-пĕри пулăшса тăшмана парăнтарма пикеннине асăннă тав сăмахĕнче. Тылра хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем сахал мар вăй хунине те палăртса ҫырнă ҫырура. «Тыл – ҫĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ тесе ăнсăртран каламан  тăватă хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕҫлĕ пулнă  Георгий Константинович Жуков хăй вăхăтĕнче», – тесе аса илсе хăварнă тав сăмахĕсенче.  

Валентина Матвиенко Чăваш Республикин халăхĕ ҫав тери пысăк тӳпе хывнине асăннă. «Фронта 200 пин ытла ҫын кайнă, 170 пин ҫын тылра тăрăшнă.  Хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем 380 ҫухрăм хӳтĕлев чиккисене тунă. Эпир ĕмĕр асра тытатпăр вĕсен ячĕсене», – тесе палăртса ҫырнă тав ҫырăвĕнче.

РФ Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн пуҫаруллă шухăшне ырланă, Паллă кунсен йышне – утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тыл ĕҫченĕсен кунне палăртассине хапăл тусах сĕнĕве йышăннă.  Чăнласах та, 1941 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Правда» хаҫатра «Пĕтĕмпех фронта! Пĕтĕмпех Ҫĕнтерĕве валли!»  ятлă лозунг пичетленсе тухнă. Миллионшар ҫын пĕр чăмăра пухăнса тăшмана парăнтарас тесе ырми-канмми ĕҫленĕ.  

РФ Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Николай Журавлев мемориала тума хутшăннă мĕнпур ҫынна мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫитĕнекен ăрушăн ҫак пулăм ĕмĕр упранассине пĕлсех тăратпăр тенĕ вăл. 

РФ Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков РФ Патшалăх Думин Председателĕн Вячеслав Володинăн Тав ҫырăвне вуласа панă.  Палăк Чăваш Еншĕн анчах мар, ҫĕршвшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă хăйĕн ҫырăвĕнче. Шартлама сивĕ хĕллехи виҫĕ уйăхра 380 ҫухрăм хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсем ĕмĕр асра пулнине палăртнă вăл. Тăван ҫĕршывăмăра юратма, тата ытларах хисеплеме витĕм кӳрет ҫак палăк тенĕ вăл.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Шупашкар хулине ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин статусне парасси ҫинчен тунӑ йышӑну аслӑ ӑрури йӑхташӑмӑрсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрлӑхӗпе хӑйсене шеллеменлӗхне тивӗҫлипе ҫирӗплетни пулса тӑчӗ.

Анатолий Аксаков хамăрăн халăхпа мăнаҫланнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче. Паян та кирек-епле йывăрлăх сиксе тухас пулсан та туххăмрах парăнтарма пултарассине шансах каланă вăл. Эпир халăха хисепленине палăртать ҫак мемориал. Тăшмансене парăнтарнă мĕнпур паттăрсене ҫĕре ҫити пуҫ таятпăр тенĕ вăл. Вырăс халăхĕ ĕмĕрех паттăр та чыслă пулнине асăннă вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев мемориала уҫнă май ҫапларах палăртса каланă: «Эпир чылай ĕҫ туса ирттертĕмĕр вăрҫă хирĕнче паттăрăн ҫапăҫнă салтаксене халалласа. Вĕсем пирки тĕрлĕ куравсем, хайлавсем, архив материалĕсем тăрăх тĕпчев ĕҫĕсем те ирттернĕ. Пирĕн ĕҫсенчен чи пĕлтерĕшли паллă – ҫак мемориала хута яни пулса тăчĕ. Территорине малалла та анлăлатса пыма шутлатпăр. Музей ĕҫне те пуҫарса яма плана кĕртнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех ҫитĕнекен ăрăва воспитани пама пулăшĕҫ. Ку комплекс тĕрлĕ ăру çыннисене çыхăнтаракан паллă. Тылра тăрăшнисен паттăрлăхне асра тытма пулăшĕ», – тенĕ вăл.

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑрапа 80 ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра эпир хамӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хаяр кунсен юхӑмне лекнӗнех туйса илтӗмӗр. Пирӗн асаттесемпе аттемӗрсен, асаннесемпе аннемӗрсен ӗҫри тата ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн истори страницисенче асӑнмасӑр юлнӑ пулӑмсене тӗплӗн тӗпчесе палӑртас ӗҫе историксемпе пӗрле ача сачӗсенчи пепкесемпе шкул ачисем, студентсем, ялсемпе хуласенче тата поселоксенче пурӑнакан ентешсем хастарлӑн хутшӑнса хӑйсен пархатарлӑ тӳпине хыврӗҫ. Республикӑра ӑслӑлӑх конференцийӗсем, уҫӑ уроксем, музей куравӗсем, акцисем, фестивальсемпе конкурссем йӗркелесе ирттернӗ. Документаллӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкернӗ, литературӑпа музыка произведенийӗсем ҫырнӑ, кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ, пӗрлехи информаци порталне туса хатӗрленӗ.

Ҫапла вара, Чӑваш Республики пирӗн Тӑван ҫӗршыв территорийӗнче хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсен тӗслӗхӗпе ӗҫ паттӑрлӑхӗн геройӗсене ӗмӗрлӗхех асра тытса пурӑнассине тытӑмлӑн татса панӑ Раҫҫейри пӗрремӗш регион пулса тӑчӗ.

 Республика Пуҫлăхĕ РФ Президенчĕн Администрацине пысăк тав сăмахĕсем каланă, РФ Правительстви, Раҫҫейри ҫарпа истори обществин членĕсем, ахаль халăхсем, тĕрлĕ организацисемпе предприятисем тăтăшах объекта хăпартса лартма тĕрев панине те палăртнă вăл.  Проект пурнăҫа кĕни паха тесе хакланă вăл. «Ҫулталăк ҫурă ытла  историне тарăн тĕпчерĕмĕр. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче чăваш халăхĕн паттăрла ĕҫĕ пирки тĕрлĕ тĕпчев ĕҫĕсем те тунă. Архив материалĕсене тĕпе хурса куравсем хатĕрленĕ. Юрă-кĕвĕ те сахал мар ҫырăннă. Вĕсем пĕтĕмпех паттăрсем ĕҫĕсем пирки, чун-чĕресене ҫĕклекен материалсем.  Паян та пирĕн малаллах ăнтăлмалла, тăшмана ҫывăха ямалла мар,  ялан сыхă тăмалла. Йывăрлăхсенчен хăрамалла мар, кулленех малаллах пăхмалла», тенĕ вăл, Мемориал пуласлăхра туристсемшĕн те паха пулассине ĕненетпĕр.  Хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесемпе мăнаҫланатпăр. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева объект хăйне евĕр ҫав тери илемлĕ пулса тăнине палăртнă. Малтанласах кун пек пулассине ĕненменччĕ те тенĕ вăл. Халăх мемориала туса лартма хапăл тусах ҫĕр вырăнне уйăрса панине те асăннă вăл. «Паян пирĕн геройсем пирĕнпе пĕрле пурăнни пысăк мăнаҫлăх туйăмне ҫуратать. Тавах вĕсене пире мирлĕ пурнăҫ парса хăварнишĕн. Пирĕн те вĕсем пек пулма тăрăшасчĕ, вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕр тĕслĕхре», тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Куславкка районӗнче ҫӗкленекен «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, хальхи вӑхӑта хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсен синкерлӗ кунӗсемпе ҫыхӑнтаракан паллӑ та сумлӑ вырӑн пулса тӑчĕ. Асӑннӑ ӗҫ Раҫҫейри ҫарпа истори обществипе тата «Культура» наци проекчӗн «Пултаруллӑ ҫынсем» проектне пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен комиссипе тачӑ ҫыхӑнса пурнӑҫланнă.

 Ку комплекс туристсемшĕн те кăсăклă пулĕ. Тĕп çул çинче вырнаçнă объекта турмаршрута кĕртме план тунă. Шупашкара килекен хăнасене вăрçăпа çыхăннă паллă вырăнсене илсе кайса кăтартма аван. Вĕсем пирĕн тăрăхри палăксемпе интересленсех паллашассине шанатпăр.

Торжесвăлла пулăма пухăннисм пĕр-пĕринпе курса калаҫнă, пĕр-прин шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.    Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕ Любовь Павловна Тафаева 8-9 ҫулта пулнă чухне Хусан рубежне тума хутшăннă.  Шкултан тухсан тӳрех хӳтĕлев чиккисене тума чупнă тесе аса илнĕ ватă. Вĕри шыв пĕрле ялан илме тăрăшнă, кăштах та пулин унпа ăшăнма май пурччĕ тесе хыпарланă хĕрарăм сăмаха малалла тăснă май. Ир-ирех кайнă паттăрсене вĕри шыв парса кăштах та пулин пулăшнине палăртнă. Кунне-ҫĕрне пăхмасăр аслисемпе тан ĕҫленине пĕлтернĕ ватă. «Йывăр пулнă, пур-пĕрех чăтнă. Ку палăк кирлĕ, пире хисепленине пĕлтерет», пĕлтернĕ хăйĕн савăнăҫне пытармасăр ватă кинемей.  

Василевская Раиса Егоровна Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕ, вăл 14 ҫулта пулнă Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă чухне. «Ĕҫлеме йывăр пулнă.  Кану пулман, пĕр чарăнми ĕҫленĕ. Шартлама сивĕ кунсенче чăтнă, пур-пĕрех хӳтĕлев чиккисене чавнă. Ĕҫ хатĕрĕсем чаплă пулман, кĕреҫе, пуртă е тата ытти ăптăр-каптăр», тесе аса иленĕ хăйĕн сăмахĕнче Раиса Егоровна. "Палăк чунра ырă туйăм вăратать, пире мăнаҫланма витĕм кӳрет", тенĕ.  



01 июля 2022
18:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter