«Чăвашла-вырăсла словарĕн» иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухнă

2021 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче М.И. Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла словарĕн» пĕрремĕш томĕ кун çути курнăччĕ. Унта чăваш алфавитĕнчи А–Р сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кĕнĕ. Тин кăна иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта Р–Я сас паллисенчен пуçланакан 30 пине яхăн сăмах кĕнĕ.

Ку кăларăм – Михаил Скворцов (1933–2016) паллă ăсчахăн, лексикографăн, филологи ăслăлăхĕсен докторĕн чылай çул туса пынă калăпăшлă ĕçĕ. Шел пулин те, хăй пурăннă чухне пичетлесе ĕлкĕреймерĕ. Унăн пархатарлă ĕçне вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсем вĕçне çитерчĕç.

Словаре хатĕрленĕ чухне юлашки çулсенче пурнăçра тăтăш усă куракан сăмахсене те кĕртнĕ. Унта çĕнĕ термин чылай: информаципе коммуникаци, ăслăлăх пĕлĕвĕн хальхи отраслĕнче усă куракан сăмахсем, хальхи чиркӳ лексики пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кашни сăмаха туллин ăнлантарса панă, этимологине те – мĕнле пулса кайнине – кăтартса панă: «Турткăш – павлин* павлиновый и павлиний* турткăш тĕкĕ – павлиньи первья* турткăш хӳрине сарнă – павлин распустил хвост. Тюрк., ср.: тат. тутый кош, ног. тотыгус, казах. тоты (в том же знач.).

Словарь вĕренӳ, патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсемшĕн, хаçат-журналта, литература ĕçĕнче тăрăшакансемшĕн тата чăваш чĕлхипе интересленекенсемшĕн уйрăмах усăллă пулĕ.

www.hypar.ru



01 июля 2022
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter