Каҫал ен районĕнче Урмаелте ҫĕнĕ мечете уҫнă ҫĕре Олег Николаев тата Рустам Минниханов хутшăннă

Каҫал ен районĕнче Урмаелте Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов Рахимулла Миназетдинов ячĕпе хисепленсе тăракан мечете уҫнă ҫĕре хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче районта ҫĕнĕ мечет уҫни – пирĕн республикăра пурăнакансемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине асăннă. Мусульмансем ку мечете хапăл тусах ҫӳреме кăмăл тунине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ку вырăнта малтанхи объект 30 ҫул каяллах пулнă, паян тата та хитререх илемленсе тăчĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
«Палăртма кăмăллă,Чăваш Республикинче 128 тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе ĕҫлесе пурăнаҫҫĕ. Тутар халăхĕ пирĕн тăрăхра сахал мар, вĕсем йышĕпе ыттисемпе танлаштарсан виҫҫĕмĕш вырăнта тăраҫҫĕ. Вĕсем те республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикин аталанăвне сахал мар пысăк витĕм кӳреҫҫĕ. Пирĕн йăла-йĕркесене упрамалла, вĕсене ламран-лама куҫарса пыма тăрăшмалла. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама пĕлни те пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха ҫавăрнă май.
Пĕрлехи ĕҫре пĕрле туслă ĕҫлеме пĕлни паха. Чаплă объекта тума пулăшнă мĕнпур ҫынна пĕтĕм чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă вăл.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри мăсăльмансен управленийĕн членĕсене Данис Садртдинова тата Ильгизар Сафиянова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне парса чысланă.
Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов малашне те пысăк кăтартусемпе палăрма вăй-хал суннă, Каҫал енре пурăнакансене, Чăваш Ен халăхне пĕр-пĕрне хисеплесе пуринпе те туслă пурăнма суннă.
«Тутарстан Республикипе Чăваш Республики пĕр пĕринпе кӳршĕллĕ регионсем кăна мар, эпир юлташла халăх та. Пирĕн йăх-тымарсем пĕр-принпе ҫыхăннă тесен те йăнăшах мар пулĕ. Эпир пурсăмăр та лайăх курса тăратпăр, вырăнти ертӳлĕх ытти тĕн халăхĕсем патне пысăк тимлĕх уйăрнине. Пурăнма пĕр тан условисем йĕркелесе пани те куҫ кĕретех. Кашни ҫын хăйĕн тăван чĕлхине, йăлти-йĕркине, тĕне упрама тăрăшать. Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ халăха хисеплени, вĕсемшĕн тăрăшни куҫ кĕретех. Тутар халăхне сума сунни пире пушшех те хавхалантрса тăрать» - тенĕ Президент.
Рустам Минниханов Дамир Камартдинова Тутарстана 100 ҫул ҫитнине палăртса медаль парса чысланă, Мечетĕн имам-хатыбне Хамидулла Миназетдинова Тутарстан Республикин Президенчĕн Тав ҫырăвĕпе хавхалантарнă.
Паян историллĕ пулăм ячĕпе пухăннисене ҫакăн пекех ăшшăн Альбир хазрат Крганов муфтий саламланă, икĕ регион хушшинче туслăх ҫирĕп пулнине мухтанă, малашне те ҫапла туслă килĕштерсе ĕҫлесе пурăнма сĕннĕ. Чăваш Республикинчи тутар наци-культура автономийĕ лайăх ĕҫленине те асăннă.
Кĕскен калас пулсан, объекта вырăнти халăх укҫи-тенкипе ҫĕнетсе улăштарнă. Ырă кăмăлпа пухнă укҫана тĕллевлĕн усă курнă. Территоринче таса, канас текенсене валли ятарлă ларма вырăн та пур. Кивĕ ҫурта 1990 ҫулта ҫу уйăхĕн 25-мĕшĕнче хута янă пулнă. Кунта ҫӳрекенсем ыйтнипе, вырăн пĕчĕк пулнине тĕпе хурса объекта ҫĕнетсе улăштарма килĕшӳ тунă. 2014 ҫуллта пуҫласа ҫурта реконструкцилеме тытăннă. Тĕп никĕсе хăварнă, ăна историллĕ пулăм вырăнне хунă.
Чăваш Ере пĕтĕмпе 34 пин тутар пурăнать. Пĕтĕмпе Чăваш Енре тутарсем пурăнакан вырăнсем 21 пулнине шута илнĕ.
Паян ертӳҫĕсем ҫу-ҫӳревре пулнă май, «Кара Пулат» мечетре те пулнă. Олег Николаев тата Рустам Минниханов вунă ҫул каялла хута кайнă объекта курса хакланă. Вĕренӳ центрĕ ҫитĕнекен ăрăва ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма витĕм кӳнине курса ĕненнĕ. Хăнасем «Кара Пулат» собор мечетĕнчи медресе (чиркӳ çумĕнчи вырсарни шкулĕн) ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă.