Патриотлӑх занятийӗсем пулмалла

Шупашкарти электроаппарат заводĕнче "Ĕç паттăрлăхĕн хули" ята тивĕçнĕ хуласен форумĕ ĕçлет. Унта 44 хула представителĕсем пуçтарăннă.

РФ Президенчĕн управлени пуçлăхĕ Сергей Новиков каланă тăрăх, тыл ĕçченĕсем çĕнтерĕве çывхартассишĕн пысăк тÿпе хывнă. "Вĕсем çинчен ачасен пӗлмелле. Уроксенче кăна мар, класс тулашĕнчи мероприятисенче каласа кăтартмалла. Патриот туйăмĕсене вăйлатас тĕллевпе кăçал шкулсенче уроксем гимнран пуçланĕç, класс сехечĕсем иртĕç. Техникумсемпе колледжсенче патриотлăх занятийĕсем пулмалла", – терĕ вăл.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, вăрçăпа çыхăннă историллĕ пĕр пулăм та асран тухмалла мар, манăçа кăларнисене чĕртсе тăратмалла.

"Шăпах çав тĕллевпе 2021 çула Сăр чиккисене тума хутшăннисене халалларăмăр. Ĕç паттăрĕсен ят-сумне çĕклес тĕллевпе çак тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем турăмăр", – терĕ вăл. Форумра тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Акă Пĕтĕм Раççейри çар историйĕн обществин ертÿçин çумĕ Николай Овсиенко палăксем çинчен каласа кăтартрĕ. Кăçал 20 хулара тыл ĕçченĕсене халалласа палăк лартма пуçланă, пĕлтĕр 9 стела тунă.

www.hypar.ru



Хыпар
01 июля 2022
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter