Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Потребительсен кооперацийĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп!
Потребкоопераци предприятийĕсемпе организацийĕсем ялсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Вĕсен аталанăвне пысăк витĕм кӳреҫҫĕ, халăха пĕр вĕҫĕм кирлĕ таварпа, тĕрлĕ пулăшупа, харпăр хăйĕн хуҫалăхĕнче туса илекен пахалăхлă та таса продукципе тивĕҫтереҫҫĕ.
Ҫирĕм ҫул ытла республикăри кооператорсем хăйсен ҫитĕнĕвĕсемпе савăнтараҫҫĕ. Вĕсем - Раҫҫей Центросоюзĕн тытăмĕнче ĕҫлекен регионсенчи потребсоюзсен лидерĕсенчен пĕри.
Ĕлĕкхи йăласене манмасăр эсир цифра технологийĕсене пурнăҫа кĕртетĕр. Ҫĕнĕлле ĕҫлеме пĕлни сире аталанма, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркелеме май парать.
Пурнăҫа кооперацие халалланисене, чуна парса ĕҫлекенсене тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, телей, тăнăҫлăх сунатăп.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев