Шупашкарта ĕҫ паттăрлăхĕсен хулисен II-мĕш форумĕ иртнĕ

 Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн обществăлла проектсемпе ĕҫлекен  Управленийĕн пуҫлăхĕ, «Ҫĕнтерӳ» Раҫҫейри йĕркелӳ комитечĕн яваплă секретарĕ Сергей Новиков хăйĕн сăмахĕнче, «Ĕҫ  паттăрлăхĕн хули»  ятне тивĕҫнисен хисепĕ регион шайĕнче анчах мар, Раҫҫей шайĕнче те пĕлтерĕшлĕ пулмаллине чĕнсе каланă.  Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхне тата Чăваш Ен Правительствине ҫав тери пысăк ĕҫ йĕркелесе ирттернĕшĕн мухтанă.  «Шупашкар хули чăнласах та, ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕхМемориала уҫни, форум ĕҫне пуҫарса яниырă та паха тĕслĕх пулса тăчĕ.  Мĕнпур палăртса хунă мероприятисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ушкăнĕ туллин пурнăҫа кĕртрĕ», – тесе каланă вăл.   Аса илтеретпĕр, Хисеплĕ ята хуласене тивĕҫтерес пирки Указа Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2020 ҫулта алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.  Ҫакнашкал хуласем пĕтĕмпе 44 шутланаҫҫĕ.  Пĕлтĕр Шупашкар хулинче раштав уйăхĕн вĕҫĕнче пĕр стелла хута янă.  

Сергей Новиков мероприяти питĕ паха пулнине хакланă, ырă тĕслĕх ытти регионсемшĕн те аван тенĕ. «Тыл ĕçченĕсем çĕнтерĕве çывхартассишĕн пысăк тӳпе хывнă. Вĕсем çинчен ачасен пӗлмелле. Уроксенче кăна мар, класс тулашĕнчи мероприятисенче каласа кăтартмалла. Техникумсемпе колледжсенче патриотлăх занятийĕсем пулмалла. Пĕлсех тăратăп, форум чи ҫивĕч ыйтусене те татса пама витĕм кӳрессине.  Ҫакнашкал мероприятине тăтăшах ирттерессе те шансах тăратăп», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Паллă, мероприятине ирттермелли территорине ăнсăртран шыраса тупман, форум Шупашкарти электроаппарат завочĕн пĕр цехĕнче иртет.  Шăпах та ку объект пĕлтерĕшлĕ, вăл сахал мар аталану ĕҫне тимлĕх уйăрнă. Чăваш Республикин тĕп хули хисеплĕ ята илтĕр тесе те тăрăшнă.

«Ĕç паттăрлăхĕн хули" ята тивĕçнĕ хуласен форумне хамăр патĕнче йĕркелесе ирттерессине хавхалансах йышăнтăмăр. Пире яваплăха туйса ĕҫлеме хистет.   Эпир пурте лайăх ăнланатпăр, Раҫҫей Президенчĕ пирĕн ума лартнă тĕллевсене. Иртнине ĕмĕр асра тытса, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ҫитĕнтересси те тĕп приоритетсенчен пĕри пулса тăрать. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинчи тумхахлă ҫулсем пирки никамăн та манма юрамасть, паттăрсем яланах асра пулмалла. Ҫитĕнекен ăрăва кулленех вĕсен паттăрлăхĕ пирки ăнлантарса пама пĕлмелле, историне манмалла мар» - тенĕ  регион Пуҫлăхĕ сăмаха ҫавăрса.   

Фронтри пекех тылра та халăх ырми-канми вăй хунине палăртнă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Шăпах çав тĕллевпе 2021 çула Сăр чиккисене тума хутшăннисене халалларăмăр. Ĕç паттăрĕсен ят-сумне çĕклес тĕллевпе çак тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем турăмăр. Ăна тĕпе хурса сахал мар тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ.   Мемориала уҫасси пирки ыйтусене сӳтсе явнă чухне Мускавран паллă мар Салтакăн вил тăпри умĕнче ҫунакан Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕн пĕр пайăркине хамăр пата илсе киле шухăш ҫуралчĕ. Пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр, 1967 ҫулта Мускавра Марсов уйăнчен Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕнчен илсе килнĕ пайăркана чĕртнине.  Ҫапла майпа эпир фронтпа тылри паттăрлăхĕсен кĕперне хыватпăр.  Ку ĕмĕт пирĕн пурнăҫа кĕчĕ, паллă пулăма туса ирттерме Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Администрации сахал мар витĕм кӳчĕ», - тенĕ  Олег Николаев сăмаха ҫавăрса.  «Тылри паттăрлăх» регионсен хушшинчи марафон та анлă иртнине каланă вăл, Тутарсан Республикипе Чăваш Республики пĕр-пĕринпе килĕшсе кăсăклă мероприятисем ирттернине асăннă.      Паллă пулăмсене 4 пин ытла яш-кĕрĕме явăҫтарине те хыпарланă Пуҫлăх. «Форумра эпир пĕр-прин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашрăмăр. Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллесене пурнăҫа кĕртрĕмĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Пленар ларăвĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тухса калаҫнă.  Ҫĕнтерӳ рубежĕсем хуласене анчах мар, ҫĕршыври мĕнпур патриотсене пĕр чăмăра пухăнма витĕм кӳнине асăннă.  Паттăрсен ĕҫне ламран лама куҫарса пыма та чылай пулăшнине каланă депутат сăмах малалла тăснă май.   Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре кадетсен юхăмĕ вăй илсе аталанса пырать.  Форум ĕҫне РФ Федераци Канашĕн представителĕсем, РФ субъекчĕсен ертӳлĕхĕсем, обществăлла организацийĕсен пайташĕсем, промышленноҫ предприятийĕсен ентӳҫисем, музей, архив ĕҫĕсенче тăрăшакансем тата та ытти ҫынсем хутшăннă.  Ĕҫлекен яш-кĕрĕм мероприятисене хапăл тусах килнĕ.    Пурте пĕрле пухăнса, пĕр-прин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă.



04 июля 2022
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter