Валентина Ивановăна халалласа

Журналист, çыравçă, ИТАР-ТАССăн Чăваш Республикинчи ятарлă корреспонденчĕ, СССР журналистсен союзĕн членĕ. Валентина Иванова тивĕçлĕ канăва тухсан та журналист профессине пăрахман, пулас калем ăстисене анлă çул çине тăма пулăшнă, вĕрентнĕ. Мухтавлă ентеше хисеплесе Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 11-мĕш çуртра асăну хăми уçрĕç. Пурăннă пулсан вăл 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Валентина Иванова Ленинград облаçĕнчи Стрельна поселокĕнче çурласа ӳснĕскер хăйĕн материалĕсенче ĕмĕр тăршшĕпех Чăваш Республикинчи пулăмсене сăнланă, чăваш çыннин ĕçченлĕхне мухтанă. 20 çула яхăн чăваш радиора ĕçленĕ. Республика аталанăвĕ тата унăн мухтавлă çыннисем пирки çĕр-çĕр материал хатĕрленĕ. Валентина Андреевна хăй вăхăтĕнче Адриян Николаев космонавтпа темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă. Вĕçев хыççăн чи пĕрремĕш интервью илекенĕ пулнă. Йывăрлăхран, яваплăхран нихăçан та хăраман. Ĕçтешĕсем те ун пирки профессие чунпа парăннине палăртаççĕ. МАРГАРИТА ГАРТФЕЛЬДЕР: «Профессионализмпа пӗрле ҫак ҫынра ҫамрӑк ӗҫтешсемпе уйрӑмах ырӑ кӑмӑллӑ пулнине туяттăм эпĕ. Валентина Андреевна хӑйӗн очеркӗсен, хайлавĕсен, радио материалĕсен геройӗсен пурнӑҫӗпе пурӑннă. Вӗсем ахаль ҫынсем: космонавтсем, художниксем, искусство деятелӗсем, промышленниксем. Вӑл кашнин шӑпине пурӑнса ирттернӗ. Мухтанатăп унпа». Валентина Иванова Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ çынни. Сумлă ятсен шучĕ те çук. Вăл тунă ырă ĕçсене чăваш халăхĕ манмĕ. Ленин проспектĕнчи 11-мĕш çурт çинчи асăну хăми те паллă ентешĕмĕр ятне чыслăн упрĕ.



НТРК
04 июля 2022
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter