Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенчи стрелоксен 139-мĕш девизийĕн ҫапăҫăвне Чăваш Енре пуҫласа халăха витĕмлĕн кăтартса панă

Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенчи стрелоксен 139-мĕш девизийĕн ҫапăҫăвне Чăваш Енре пуҫласа халăха витĕмлĕн кăтартса панă

1942 ҫулта кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнчн пуҫласа 1943 ҫул пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен Ржевск ҫар операцийĕн пĕр пайне регионсен хушшинче иртнĕ студентсемпе шкул ачисен форумĕн программипе килĕшӳллĕн кăтартса панă. Шыравҫă отрячĕсем кун йышши мероприятине пуҫласа Чăваш Енре ирттернĕ. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, ăна ӳлĕмрен пирĕн патĕнче регионсен хушшинчи мероприяти шайĕнче йĕркелесе ирттерме палăртаҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев шкул ачисемпе студентсен шыравҫă отрячĕсем вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем пирки сахал мар тĕпчев ĕҫĕсем йĕркеленине, хӳтĕлев чиккисене тунисене те халалласа анлă материалсем пухнине асăннă.    Сăр тăрăхĕнче хӳтĕлев чиккисене епле тунине тишкернĕ, вăл вăхăтра паттăрăн тăшмана хирĕҫ ҫапăҫнă ентешсемпе курса калаҫнă, йывăрлăхсем пирки тарăннăн аса илнĕ.  «Кун пек ĕҫ хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен паттăрлăхне ĕмĕр асра тытма хистет.  Йĕркелӳҫĕсене ҫак мероприятине ирттернĕшĕн пысăк тав. Кунта хутшăннă кашни ҫын хăй вăхăтĕнчи хаяр вăрҫă ҫулĕсенчи йывăрлăхсене, паттăррăн тăшмана парăнтарнине курса  ĕненме пултарчĕ», - тенĕ вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн ҫумĕ Олег Машковцев хăйĕн сăмахĕнче юлашки икĕ ҫулта Атăлҫи федераци округĕнче ĕҫпе паттăрлăх хулисен форумĕ йĕркеленсе иртнине каланă.  «Паллă, вăл вăхăтра чи йывăр тапхăр ытларах Атăлҫи тăрăхне тивнĕ.  Кунтах промышленноҫ предприятийĕсем, фронтран аманса килнисене сиплеме ятарлă госпитальсем, чылай ҫухрăм хӳтĕлев чиккисене те тумалла пулнă», - тенĕ вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин ĕҫпе социаллă политика, ветерансен ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ, «Раҫҫейри шыравҫă отрячĕсен юхăмĕ», обществăлла юхăмĕн яваплă секретарĕ Елена Цунаева сăмаха малалла тăснă май, Чăваш Енĕн паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулассине палăртнă.  Фестиваль пуласлăхра регионсен шайĕнче те иртме пултарасса шанса каланă. «Эсир ҫав тери пысăк калăпăшпа мероприяти йĕркеленĕ. Кун пеккине нихăш регион та туман.  Нихăҫан та манăҫми истори.  Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем кашни региона, кашни ҫемьене пырса тивнĕ. Халăхăн паттăрлăхĕ ĕмĕр асра кашнин чĕринче», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.     

Мероприятине пухăннисене ырласа тав сăмахĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Председатеь Анатолий Аксаков тата Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева каланă.    «Сăр рубежĕнче» шыравҫăсен отрячĕсен форумĕ Етĕрне тăрăхĕнче ҫĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуҫласа утă уйăхĕн 3-мĕшĕччен пырать.  Форума 200 ытла шыравҫă отрячĕ хутшăннă. Раҫҫейри тĕрлĕ регионсенчен пухăннă ҫамрăксем. Пире мирлĕ пурнăҫ парнеленĕ паттăрсем кашнин чĕринче, мероприятине пухăннисем те ҫакнах ҫирĕплетнĕ.

Мероприятине йĕркелеме ҫар техникине, 1942 ҫулхипе тӳр килсе тăракан ҫар хатĕрĕсене вырнаҫтарнă.  Пĕр сăмахпа каласан, вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче усă курнă мĕнпур хатĕр ҫителĕклĕ пулнă.

Шыравҫă отрячĕсем сахал мар тĕпчев ĕҫĕсем йĕркелесе ирттереҫҫĕ, вĕсен юхăмне хутшăнас текен яш-кĕрĕм те нумай.  Калăпăр, 12 ҫулхи Даниил Кожарин  Мордовинчен пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ. Пуҫласа вăл пĕлтĕр ҫак ĕҫе кӳлĕннĕ. «Кунта сирĕн условисем питĕ чаплă. Палаткăсем пысăк, килти пекех хама туятăп», - тесе хыпарланă вăл. Форум анлă тата кăсăклă пулнă, ҫамрăксем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашнă.   



04 июля 2022
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter