Чӑваш Енĕн социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекчĕсене пурнӑҫлама грант мелĕпе 524 млн тенкӗ парса хавхалантарнă

Чӑваш Енĕн социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекчĕсене пурнӑҫлама  грант мелĕпе 524 млн тенкӗ парса хавхалантарнă

2021 ҫулта тухăҫлă ĕҫленине кура федераци хыснинчен Чăваш Республикине хушма тĕрев пама йышăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура грантпа усă курас ыйтăва  тарăн сӳтсе явнă.

  Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн 2021 ҫулхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнчи 68-мĕш №-лĕ Указне туллин пурнăҫа кĕртни куҫ кĕретех. Влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕшĕн РФ Правительстви республикăна 524 миллион тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă.

Укҫа-тенкĕпе тĕрлĕ категорири граждансене пулăшу пама ыйтăва пăхса тухăпăр тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Эпир Раҫҫей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ӳлĕмрен та ҫине тăрсах ĕҫлесе пыма пикенĕпĕр. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫемйесене те тĕрев парăпăр, пĕр сăмахпа вĕсене комплекслă пулăшупа тивĕҫтерме пăхса хăварăпăр», – тенĕ  республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. 

Çакă эпир лайăх ĕçленине çирĕплетнине каланă Ерӳҫĕ. Анчах лайăххин чикки çук, лăпланса лармалла мар, малаллах ăнтăлмалла. Укçапа мĕнле тĕллевпе усă курассине депутатсен, Экономикăн аслă канашĕн сĕнĕвĕсене, граждансем регион ертӳлĕхĕпе курнăçнă май çĕкленĕ ыйтусене шута илсе палăртнă.

Палăртса хăваратпăр, 2020 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Республикине  пĕлтĕр 465 млн тенкĕ куҫарса панă федераци хыснинчен.  

«Паллă, эпир мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫа кĕртессипе тухăҫлă тата пĕлсе тĕрĕс ĕҫлесе пынине кăтартса пырать ҫак пĕтĕмлетӳ.   Ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, ӳлĕмрен те кăтартусем лайăх пулччĕр тесе ырми-канми тăрăшмалла. Тепĕр тесен республикăри социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне витĕм кӳрекен проектсемпе те тăрăшсах ĕҫлемелле, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн вăй хумалла», – тенĕ  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Олег Николаев.  Приоритетлă проектсене малтан пурнăҫа кĕртмеллине те чĕнсе каланă Пуҫлăх.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн  пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче уйăрнă укҫа виҫĕ направленипе тăкакланассине хыпарланă.  Ял хуҫалăхне, сывлăх сыхлавне, ҫурт-йĕр тăвассине сахал мар пулăшу куҫарма плана кĕртнĕ. Калăпăр, 300 млн тенкĕ ял хуҫалăх техникисене туянма субсиди мелĕпе  тăкакланасси те куҫ кĕретех. Ҫĕрпӳре, Вăрмарта, Вăрнарта пĕрер ФАП тума плана кĕртнĕ, вĕсене валли пĕтĕмпе 25 млн пăхса хăварнă.    Ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене те уҫăмлатасси сисĕнет, ку тĕлĕшпе те 101,9 млн тенкĕ тăклкланнма пăхса хăварнă.  Пĕлтĕр сакăр тата ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 45 миллион тенкĕ уйăрнă, ку грант вара çичĕ тата ытларах ачаллă çемьесене пулăшма май парĕ. Çавăн пекех грант укçипе граждансен ипотека тӳлевĕсен процент виçине субсидилеме усă курĕç. «Мĕнпур ĕҫ хучĕсене туллин хатĕрлесе ҫитернĕ. Пурне те паллă, тĕплĕн тепĕр хут тишкерсе анлăн пăхса тухмалла. Енчен те документа ҫирĕплетсен, укҫа-тенкĕ тĕллевлĕн куҫса пырĕ», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Министрсен Ксбинечĕн Председтелĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс мнистрĕ Михаил Ноздряков.  



05 июля 2022
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter