Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей Банкĕн регионти уйрăмĕн ҫĕнĕ управляющийĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Раҫҫей Банкĕн регионти уйрăмĕн ҫĕнĕ управляющийĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Раҫҫей Банкĕ Максим  Фролова Раҫҫей Федерацийĕн Центральнăй Банкăн Атăл-Вятка  тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи Наци Банкĕн уйрăмĕн управляющийĕ пулма ҫирĕплетнĕ.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Центральнăй Банкăн Председателĕн ҫумĕ Руслан Вестеровский тата Раҫҫей Федерацийĕн Центральнăй Банкăн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Лариса Павлова ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

«Тĕп Банкра Максим Петрович 25 ҫул ытла тăрăшать. Юлашки тапхăрта вăл Самара облаҫĕнче ĕҫленĕ, Раҫҫей Банкĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕн ҫумĕ пулса вăй хунă. Пурĕ унта вăл ултă ҫул тăрăшнă. Вăл хăйĕн карьерине Тĕп Банкпа тӳрремĕнех ҫыхăнтарнă», – тесе кĕскен пĕлтернĕ Руслан Вестеровский.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем регионти финанс ыйтăвĕсене сӳтсе явнă, пуласлăхра тухăҫлă ĕҫлеме кирлĕ пек хăш-пĕр майсене пăхса тухнă.  Паянхи пурнăҫ таппинче халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерсе пырасси тĕп приоритетсенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ.  РФ ЦБ Председателĕн ҫумĕ Руслан Вестеровский каланă тăрăх, асăннă ыйтупа Чăваш Енĕн ҫав тери паха ĕҫ опычĕ пур тесе хакланă. «Сирĕн тĕлĕнмелле лайăх форум иртрĕ. Ытти субъектсене эсир тĕслĕх кăтартса патăр, епле ĕҫлесе пымалли пирки каласа ăнлантартăр», – тенĕ вăл.   

Республика экономикине хăватлăн аталантарса пымалли меслетсенчен пĕри – финанс тĕлĕшĕнчен тухăҫлă тата тĕллевлĕ укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса парасси.  Финанс тытăмĕ ҫирĕп пулсан, экономика та кирлĕ пек шайра аталанса пырасси куҫ кĕретех пулĕ.

«Халăх финанс ыйтăвĕсемпе пĕлсе тĕрĕс усă куса пыни пĕлтерĕшлĕ.  Уйрăмах интернет ҫыхăнăвĕпе усă куракансен пысăк тимлĕх уйăрмалла кирек-епле финанс ыйтăвĕсем ҫине те.  Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ те малти вырăна тухса тăрать, кун пирки те манма юрамасть», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

 



05 июля 2022
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter