Çĕнĕ ертӳçĕ

Раççей Федерацийĕн тĕп банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн – çĕнĕ ертӳçĕ. Вăл – Максим Фролов. Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева çĕнĕ управляющипе Раççейри Тĕп банкăн председателĕн çумĕ Руслан Вестеровский паллаштарчĕ. Максим Фролов Тĕп банк тытăмĕнче 25 çул ĕçленĕ. Чăваш Ене киличчен вăл Самарăра вăй хунă. Регионти укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕç-хĕле тухăçлăрах тăвасси пирки калаçрĕç пухăннисем. Финанс пасарĕнче вăрттăн ĕçлесси пулмалла маррине, кредит илме майсем тумаллине палăртрĕç вĕсем. Халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерессипе Чăваш Ен лайăх ĕçлет. Ака уйăхĕнче республикăра Раççейри пĕрремĕш Финанс пĕлĕвне ӳстермелли форум иртрĕ. Хăнасем Чăваш Енĕн ку енпе паха опыт пулнине, ытти регоншăн тĕслĕх вырăнĕнче тăнине палăртрĕç/

Тĕплĕнрех ....



НТРК
06 июля 2022
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter