Олег Николаев полици ӗҫченӗсене регионти шалти ӗҫсен органӗсем йĕркеленнĕренпе 102 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

Олег Николаев полици ӗҫченӗсене регионти шалти ӗҫсен органӗсем йĕркеленнĕренпе 102 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

 Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен органĕсен харпăр хăй составне служба тивĕҫĕсене яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Чи лайăххисенчен пĕри – массăллă мероприятисем вăхăтĕнче обществăлла вырăнсенче йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем тавралăхра  йĕрке хуҫалантăр тесе сыхă тăни.

«Пирĕн пĕрлехи ĕҫсенчен регионăн илĕртӳлĕхĕ ӳссе пырать, кашни ҫын хăйĕн ĕҫ вырăнĕнче мĕнпур ыйтăва татса парассишĕн тухăҫлă тата тĕрĕс йĕркеленинчен нумай килет.  Сире пурсăра та лайăх ҫитĕнӳсемпе яланах палăрса пыма сĕнетĕп.  Пысăк кăтартăва тăвас тесен, пĕрле килĕшсе яланах ĕҫлемелле. Ун чухне тин ҫитĕнӳ тăвасси те часах пулĕ. Эсир обществăри йĕркелĕх тата граждансен хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче тăратăр. Тивĕҫĕрсене пысăк яваплăхпа, ăсталăхпа, тӳрĕ кăмăлпа туса пыни обществăри йĕркелĕхе тытса тăма пулăшать», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Шалти ĕҫсен пайĕнче тăрăшакансемпе патшалăх влаҫ органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче вăй хуракансем пĕр-пĕринпе тухăҫлă килĕшсе ĕҫлени пыни те куҫ кĕретех тесе хакланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Регионта пурăнакансемшĕн полици ĕҫченĕсем яланах  ҫывăх, вĕсем кирек-епле пăтăрмаха та туххăмрах сирсе яма пулăшайраҫҫĕ.

РФ Шалти ĕҫсен министерствин Чăваш Енри тытăмне ӳлĕмрен те халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессинче тимлĕ пулма чĕнсе каланă Пуҫлăх. «Пĕтĕмлетӳсене яланах итлеме е тата вуласа пĕлме аван, ăҫта пирĕн регион пирки ырăпа каланине. Енчен те йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса явап тыттараҫҫĕ пулсан, халăх та сире шанать», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Шалти ĕҫсен пайĕнче тăрăшакансем кирек-хăҫан та патшалăх ыйтăвĕсене татса парассинче хастар хутшăнаҫҫĕ. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республикăн шалти ĕҫсе пайĕн министрĕ, генерал-майлор полицийĕ Виктор Шметков.  Оперативлă лару-тăру регионта лайăх пулни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Яланхиллех, професси тивĕҫне пысăк шайра пурнăҫлакансене, лайăх кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Чăваш Республикин Тав ҫырăвĕсемпе, медальсемпе, орденсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă сумлă ĕҫчешсене.  

Професси уявĕпе мероприятине пухăннисене «Талисман» ансамбль хăйĕн юрии-ташине парнеленĕ.  Торжествăлла пулăм сумлă парадпа вĕҫленнĕ.

Сумлă хăнасем Шалти ĕҫсен органĕсен ĕҫченĕсене тата ветеранĕсене ҫирĕп сывлăх, службăра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, ăнăҫу суннă.



06 июля 2022
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter