«Атăлҫи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье» конкурс ҫĕнтерӳҫисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ саламланă

Çулсеренех 2012-мĕш çултанпа çемье, юратупа шанчăхлăх кунне халалласа Атăлçи тăрăхĕнче «Чи ăнăçлă çемье» конкурс ирттереççĕ. Тĕллевĕ - телейлĕ, ăнăçлă çемьесемпе паллаштарасси, вĕсен хăйнеевĕрлĕхне кăтартасси. Унăн финалне Чăваш Енре ирттерме йышăннă. Çавна май тĕрлĕ регионти чи пултаруллă çемьесем Шупашкара килсе çитрĕç. Сăмах май, «Чи ăнăçлă çемье» конкурса Наци телевидĕнийĕн тӳрĕ эфирĕнче те пăхма май килчĕ. Конкурсра 14 çемье мала тухассишĕн тупăшать. Чăваш Ен чысне Падиаровсен-Прокопьевсен çемйи хӳтĕлет. Вĕсем юрлаççĕ, ташлаççĕ, сăвăсем калаççĕ, çĕнĕлĕхрен хăрамаççĕ, юратнă ĕçе ăнăçлă туса пыраççĕ. Шăпах çакнашкал пултаруллă та хастар, пĕр-пĕрне юратакан тата хисеплекен тĕрлĕ регионти тĕслĕхлĕ çемьесем «Чи ăнăçлă çемье» конкурс финалне хутшăнаççĕ. Икĕ кун пынă тупăшура вĕсем хăйсем пирки каласа парĕç, пултарулăхĕпе паллаштарĕç. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Пирĕн Чăваш Республики çирĕп çемьесемпе мухтанма пултарать. Çемьери йăла-йĕркесем питĕ çирĕп. Çавăнпа республика малашне те кашни çул çак конкурса хăйĕн территоринче кĕтсе илсе йĕркелет. Республика чысне Прокопьев-Падияровсен çемьи хӳтĕлет. Вĕсен çемьи питĕ хастар, питĕ туслă. Ачисем спортпа, ташăпа, юрăпа питĕ туслă. Вĕсем кадет шкулĕнче вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара вĕсем валли питĕ ырă тĕслĕх пулса тăрать». Çемьесем пĕринчен тепри маттур. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев конкурссен тĕллевĕ, çемье хаклăхне, сумне ӳстерессипе, йăла-йĕркене упрассипе, усрава илнĕ ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарассипе çыхăннине палăртрĕ. Тĕслĕх шайĕнчи çемьесем пĕр-пĕринпе паллашни, туслă çыхăну йĕркелени, кашнин опычĕпе паллашни те паха. РЕНАДА ФЕДОРОВА: «Питĕ пысăк уяв. Пирĕн республикăна 14 çемье килчĕ. Пирĕн республика яланах хăнасене тарават кĕтсе илет. Эпир те çавăнпа савăнатпăр. Пирĕн республикана чыс панăшăн. Çемьисем хатĕрленсе килнĕ. Хăйсем те чĕререн савăнаççĕ пирĕн республикăна килнĕшĕн. Нумай çемьисем мĕнле хитре хула, мĕнле теса хула тесе калаçсĕ. Эпир тарават. Хавас уншăн». Атăлçи тăрăхĕнче «Чи ăнăçлă çемье» конкурсăн гала-концертне ыран 17:15 минутра Наци телевиденийĕн тӳрĕ эфирĕнче курма пултаратăр. Унта шăпах çĕнтерӳçĕсемпе паллаштарĕç те/



НТРК
07 июля 2022
19:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter