Лăпкăлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекенсем

Вĕсен тивĕçĕ – çынсене лăпкăлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен органӗсене туса хунӑранпа 102 ҫул ҫитрĕ. Çӑмӑл мар ӗҫре тимлекенсемпе милици ветеранӗсене Петĕр Хусанкай ячĕпе хисепленсе тăракан культура керменĕ умĕнче саламларĕç. Хурлăхлă кĕвĕпе колонна Шупашкарти шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсене халалланă палăк патне çул тытрĕ. Ветерансем, кадетсем, ятарлă служба тивĕçне пурнăçланă чухне пуç хунă ĕçтешĕсене тав турĕç. Палăк умне чечексем хучĕç. 1920-мĕш çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш автаноми облаçĕнче «Рабочи милицине» йĕркелеме тытăннă. Çак тапхăртан паянхи кунччен вăл тĕрлĕ ят йышăннă, анчах халăх лăпкăлăхне упрас тивĕç улшăнман. Михаил Киселев çак тытăмра салтакран таврăнсан ĕçлеме пуçланă. Юратнă професси тивĕçлĕ канăва тухсан та вĕçертмест. МИХАИЛ КИСЕЛЕВ: «Пирĕн вăхăтрипе танлаштарсан, вĕсен халь техника вăйлă пур енчен те. Транспорт анчах мар, ĕçсене тумалли связь халь мĕнле вăйлă. Эпир ĕçленĕ чухне экспертиза тума Хусана параттăмăр. Уйăх, уйăх çурă кĕтеттĕмĕр. Халь сетьсем пур та, вĕсем тăрăх 5 минут та кирлĕ мар». Преступленисен çулне пӳлес, тунă преступленисене уçса парас тĕллевпе кăнтăрла та, çĕрле те ĕçлеççĕ вĕсем. Общество вырăнĕсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмпа, коррупципе тата ытти сиенлĕ пулăмпа кĕрешес ĕçре те тăрăшаççĕ. Шалти ӗҫсен органӗсенче тăрăшакан харсăр, хăюллă, шанчăклă ĕçченсемпе ветерансене саламланă май, уявра тĕрлĕ награда парса чысларĕç.

Тĕплĕнрех...



НТРК
07 июля 2022
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter