Республика кунĕнче ҫуралнă пепкесен ашшĕ-амăшĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

Республика кунĕнче ҫуралнă пепкесен ашшĕ-амăшĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

2022 ҫулта утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕнче кун ҫути курнă пепкесен ашшĕ-амăшĕсене е тата тăванĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ парнесем парса хавхалантарнă.  Паллă, Республика кунĕнче Чăваш Енре пĕтĕмпе 22 ача ҫуралнă, вĕсенчен 12-шĕ хĕр ача, 10-шĕ арҫын ача.  

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, «Пĕрле» ырă кăмăллăх фончĕ пулăшнипе ятарлă акци пурнăҫа кĕрсе пырать.  

«Эпир пуҫланă йăла-йĕркене малалла та тытса  тăсса пыратпăр.  Раҫҫей Федерацийĕн тин ҫеҫ кун ҫути курма килнĕ пĕчĕк пепкесене ырă кăмăлпа кĕтетпĕр.  Ҫакнашкл мероприятине маларах Чăваш тĕррин кунĕнче йĕркелесе ирттернĕ пулнă. Палăртатпăр, мероприятине чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттерме йышăннă пулнă.  Кăҫал ҫакăн  евĕр мероприятине Республика кунĕнче те ирттерме плана кĕртнĕ. Ҫемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче те кун пек мероприяти питĕ вырăнлă пуласса пĕлетпĕр. Ҫемьере шăпах та, ача илем кӳрекенни. Ҫемьере ача пĕрремĕш утăм тума вĕренет, тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнсе патшалăха юрăхлă ҫын пулма тăрăшать. Ăнсăртран мар халăхра калаҫҫĕ, ҫемье – обществăн пĕр ячейки тесе. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех эпĕ те калатăп», – тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫемйесене республика Пҫлăхĕ Олег Николаев ачасене лайăх воспитани парса тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтерме вăй-хал, хавхалану суннă. Сăмах май, час-часах халăхра усă курăнакан ытарлă сăмаха та аса илсе хăварнă. «Пĕр ача – çук ача, ик ача – çур ача, виç ача – пĕр ача», тенĕ вăл.

Чăваш Республикинче  пĕтĕмпе 2022 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра 4894 ача кун ҫутине килнĕ тесе ҫирĕплетеҫҫĕ медицина учрежденийĕсенче тăрăшакан ятарлă специалистсем.  Вĕсенчен ҫемйере пĕрремĕш ачасем 1603, иккĕмĕшсем   1731, виҫҫĕмĕшсем  е тата малаллисем пурĕ 1560 ача шутланать.         



07 июля 2022
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter