«Атăлҫи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье» конкурс ҫĕнтерӳҫисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

«Атăлҫи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье» конкурс ҫĕнтерӳҫисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Олег Николаев саламланă

«Шăпах та, ҫемйере ҫын чи пирвайхи йăла-йĕркесене курать, тĕрĕс ҫул-йĕр ҫине тăма вĕренет. Пурнăҫа хаклама та ҫемйере вĕренсе пырҫҫĕ.  Ҫемье пĕлтерĕшĕ пирки те тăтăшах Раҫҫей Федерацийĕ Президенчĕ аса илтерсех тăрать.  Сахал мар тĕрев куҫать патшалăх енчен, ҫемье тĕрекĕ лайăх пултăр тесе. Социаллă пулăшусем те вăхăтра тата тĕллевлĕ куҫса пыраҫҫĕ.  Чăваш Ен яланах яваплăха туйса ĕҫлесе пырать. Кирек-епле ыйтăва та вăхăтра тата туллин татса пама пикенет. Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн те яланах ырми-канми вăй хурса ĕҫлет.  Ҫемйесенче тăнăҫлăх, туслăхпа килĕшӳ хуҫалантăр тесе кулленех пĕрне-пĕри пулăшса килĕштерсе пурăнни те паха. Мĕнпур ĕҫсне комплекслă туса пыма тăрăшмалла, условисем лайăх пулсан, ҫемйесем те лайăх пурăнĕҫ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Аса илтеретпĕр,   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев нумай ачаллă ҫемйесен ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама витĕм кӳрекен указа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Вăл документпа килĕшӳллĕн ҫиччĕ е тата та ытлах ачаллисем, енчен те вĕсем ҫурт-йĕр илме черетре тăраҫҫĕ пулсан,   патшалăх енчен пулăшу куҫасси часах пулĕ.     

Паллă пулăма пухăннисене саламлама Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн ҫумĕ Олег Машковцев килсе ҫитнĕ, вăл РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн саламне вуласа панă. «Ҫемье институтне тĕрев парасси чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.  Ҫакна шута илсе, шăпах та, РФ Президенчĕ ҫĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăҫал утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче – Ҫемье, юрту тата шанчăклăх  кунне йĕркелесе ирттерме палăртни те ҫирĕплетнĕ.    «Атăлҫи  тăрăхĕнчи чи ăнăҫлă ҫемье» конкурса та вĕсене тĕпе хурса йĕркелеҫҫĕ.  Чи паха ҫемйесен йăли-йĕркисене пĕр-пĕрин хушшинче ытларах сарасси, ҫитĕнекен ăрăва пĕрне-пĕр хисеплесе пурăнма, май пур чухне пулăшма вĕрентесси те тĕп пайсенчен пĕри. Паллă, ăмăртура чи пултаруллисене тупса палăртатпăр.  Пуҫаруллисен йăли-йĕркисене ламран-лама куҫаса пыма тăрăшăпăр.  Кашни лайăх ҫемье – обществăн тĕрекĕ пулса тăрать», – ҫапларах ҫырнă салам йĕркисенче.

Конкурсăн жюри членĕ кино тата театр ăсти, председателĕн ҫумĕ Анатолий Гущин, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Наталья Николаева ăмăртăва пухăннисене ăшшăн саламланă, ăсталăха кăтартса чи малти вырăна тухма ҫемьесене вăй-хал, ҫирĕплĕх суннă.    

Палăртса хăваратпăр, конкурса пĕтĕпе 600 ытла ҫын хутшăннă. Нумай ачаллă ҫемйесем федерацин Атăлҫи тăрăхĕнчен пĕтĕм кăмăлпа пухăннă. Вĕсем вĕренӳре, культурăпа спортра, сывлăх сыхлавĕпе социаллă сферăри мĕнпур тытăмра ĕҫченлĕхпе, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем.    

Юратупа шанчăклăх орденне  Сергей Николаевич тата Нина Филипповна Андрияновсем Вăрнар тăрăхĕнчи туслă ҫемье ҫĕнсе илнĕ.  Михаил Николевич тата Ольга Яковлевна Васильевсем, Владимир Всильевичпа Алефтина Семеновна Индейкинсеем Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакансем те   ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнă, ордена тивĕҫнĕ.

«Атăлҫи тăрăхĕнчи чи ăнăҫлă ҫемье» ăмăртăва ҫусерен курăмлă ирттереҫҫĕ.  Палăртма кăмăллă, йăлана кĕнĕ тăрăх, ҫулсерен ăна Чăваш Енре йĕркелесе ирттереҫҫĕ.    Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем кашни ҫулах нумайлансах пыраҫҫĕ. Вăтамран ăмăртура вун тăватă ҫемье тупăшать. Мĕнпур регионсенчен вĕсем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ, хăйсен ăсталăхне кăтартса параҫҫĕ.   



08 июля 2022
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter