Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти ҫӗнелнĕ фермер пасарне ҫитсе курнӑ

 Ҫĕнĕ суту-илӳ объекчĕсем  Эльгер урамĕнче реконструкциленнĕ пасарта пурин кăмăлне  те тивĕҫтернĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ фермерсене аталанса вăй илсе пыма патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем тăтăшах куҫса пыне палăртнă.  Паянхи пек тӳремсем тата та тăваттă уҫăлмаллине асăннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  

«Пирĕн тĕллев «Агромаркет» проектпа килĕшӳллĕн ҫакнашкал условисем йĕркелесе яма  витĕм кӳресси. Фермер хуҫалăхĕнче лартса ҫитĕнтерекен улма-ҫырласене, пахча ҫимĕҫе хулара пурăнакансем патне вăхăтра, тата кирлĕ пек хаксемпе ҫитересси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Тухăҫлăх тени малти вырăна тухать, хăтлă, тепĕр тесен пасарта суту-илӳ тума условисем те лайăх.  Халăх та ҫакнах курса ĕненет,  таварсене туянма та вĕсен  кăмăл ҫĕкленет.  Юлашки вăхăтра суту-илӳ таврашне дистанци мелĕпе те йĕркелесе халăх патне ҫитерни куҫ кĕретех, тепĕр тесен, ытти субъектсене тухса таварсене халăх патне илсе ҫитерме тăрăшни те аван. Муниципаллă районсенчен хулана илсе килсе сутни паха. Халăх та хапăл тусах вĕсен таварĕсене йышăнать», - тесе палăртнă  сăмаха малалла тăснă май Олег Николаев.

Пасар мĕн авалтанах пулнă, ку тепĕр тесен таварсене тирпейлекенсене халăх патне туххăмрах илсе ҫитерме те май парать.  Кун пек ĕҫе йĕркелесе пынине халăх кăмăллать, апла пулсан пирĕн хамăр енчен таварсем сутакансем валли хăтлă условисем туса парассишĕн ырми- кашни тăрăшмалла. Пуласлăхри тĕллевсем  пысăк. Кашни тавара сутма хăйне евĕр тӳремсем хатĕрлесе парсан та меллĕ пулнă пулĕччĕ. Фермерсен валли  пасарсем тĕрлĕрен пулни паха. Пĕрисем апат-ҫимĕҫ таварĕсене халăх патне илсе ҫитереҫҫĕ, теприсем пахча ҫимĕҫ таварĕсене. Апла  пулсан, кун пек чухне вĕсене валли те условисем хăйне евĕр пулни аван.  Калăпăр, сĕт-ҫу таврашĕ валли, каламасăрах паллă пурне те шăнтса тирпейлемелли объемсем кирлĕ.  Апла пулсан, пуласлăхра ҫакнашкал тӳремсем тунă чухне, тӳрех холодильниксем вырнаҫтарса хăварсан та питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ.    Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Пуҫлăх.

Эльгер урамĕнчи фермер рынокĕн лаптăкĕ пĕтĕмпе 985 тăваткал метр чухлĕ йышăнать.  Калас пулсан, ҫакнашкал ҫĕнĕлĕхе Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн йĕркелесе янă.  Ял хуҫалăх таварĕсене нимĕнле чăрмавсемсĕрех халăх патне илсе ҫитересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăмалла. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.     

Объекта реконструкцилеме Чăваш Республикинчи  «Агро-Инновации»  КУП витĕм кӳнĕ. Укҫа-тенкĕ ыйтăвне Чăваш Республикин республика хыснинчен тăкакланă. Пĕтĕмĕшле проектпа килĕшӳллĕн, объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма 6 млн тенкĕ уйăрнă пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех пасарта условисене ҫĕнетнĕ, сутăҫăсене валли те,  туянакансене валли те питĕ илĕртӳллĕ вырăн пулса тăнă.   



08 июля 2022
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter