Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

             Ҫемье – сывӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫемьере эпир юратупа тӑрӑшулӑх, ӑнланупа пулӑшу витӗмне туйса ҫитӗнетпӗр, чи кирли – пурнӑҫ ҫулӗпе хамӑр тӗллӗн утма пил илетпӗр.

            Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин амӑшлӑхпа ачалӑха кӳ-рекен пулӑшӑва вӑйлатма кирлине палӑртрӗ. Ҫак пысӑк ӗҫ паян Раҫҫейре те, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикинче те йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать, ҫав шутра наци про-екчӗсен шайӗнче те.

            Ҫемье ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ тата чӑваш халӑхӗн пуян культурипе йӑли-йӗркине, ӗҫри ӑсталӑхне ламран лама куҫарса пыма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пур енлӗн аталаннӑ ҫынна, гражданина тата ҫӗршыв патриотне пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшакан шанчӑклӑ хунтӑ пулнӑ май, патшалӑх политикин улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ пулнӑ та, пулать те.

            Республикӑра ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли тытӑм йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫавнашкал ҫемьесене пулӑшмалли майсем 74 ҫул-йӗр енӗпе йӗркеллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ тата индексациленеҫҫӗ, ачаллӑ 55 пине яхӑн ҫемье социаллӑ тӳлевсем илсе тӑрать. Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

            Сире пурсӑра та чун-чӗререн тав тӑватӑп тата ачасене тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстерекен ашшӗ-амӑшне, нумай ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене, ҫамрӑк мӑшӑрсене, ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра ҫемье чӑмӑртама хатӗрленекенсене телей сунатӑп.

            Хаклӑ ентешсем, юратнӑ ҫемйӗрсем сирӗншӗн пурнӑҫра шанчӑклӑ тӗрек пулччӑр, килӗр-ҫуртӑрта вара яланах юратупа шанӑҫ тата пӗр-пӗрне ӑнланни хуҫаланччӑр.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемье вучахӗн нихӑҫан сӳнми ӑшшине тата килӗшӳпе ҫураҫулӑх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев



08 июля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter