Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланине йышӑн­самӑр!

Почта яланах ҫӗршывӑмӑрпа пӗрле аталанса пынӑ, ҫавна май патшалӑхӑмӑра пӗрлештерес ӗҫре те, кашни ҫын пурнӑҫӗнче те пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Паян Раҫҫей почти аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗпе малалла утать, цифра мелӗпе пуянланать, ҫӗнӗ технологисемпе дистанци сервисӗсене ӗҫе кӗртет.

Ҫӗнелсе улшӑннине пӑхмасӑр, почта ӗҫӗ-хӗлӗ хула-ял халӑхӗшӗн те, ҫамрӑксемпе аслӑ ӑру ҫыннисемшӗн те ӑнланмалла тата юрӑхлӑ пулса тӑрать. Эсир республика экономикипе бизнеса, таварсен куҫӑмне аталантарма пулӑшатӑр тата ҫав вӑхӑтрах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пурнӑҫлатӑр. Федерацин ял ҫӗрӗнчи почта уйрӑ­мӗсене ҫӗнетмелли программине пула 2026 ҫул тӗлне вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ресурссемпе тата патшалӑхӑн информаци ресурсӗсемпе пурте усӑ курма пултарассине тивӗҫтерекен центрсем пулса тӑрӗҫ.

 Чӑваш Енре почта ҫыхӑнӑвӗ малашне те ӑнӑҫлӑ аталанса пырассине, ҫӗнӗ почта уйрӑмӗсем уҫӑлассине тата ҫӗнелессине, техника никӗсӗпе автопарк ҫӗнелесе улшӑнассине, почта ӗҫченӗсен ӗҫ условийӗсем лайӑхланса  пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Республикӑри почта отраслӗнче хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ тата клиентсемпе ӗҫтешсене чӑннипех хисеплекен виҫӗ пине яхӑн пысӑк ӑсталӑхлӑ ҫын вӑй хурать. Лайӑх пахалӑхпа пурнӑҫлакан ӗҫӗр сире яланах савӑнтарса тӑтӑр тата хӑвӑр ӗҫӗршӗн ҫынсем чунтан тав тунине ытларах илтмелле пултӑр. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑхпа ырлӑх сунатӑп!

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                                    Олег Николаев



10 июля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter