Çамрăк лидерсен ушкăнĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕç

Çамрăк лидерсен ушкăнĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕç

«Çамрăк лидерсен ушкăнĕ» çакăн пек ятпа кăçалхипе виççĕмĕш çул пирĕн республикăра Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленĕ конкурс иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – патшалăх управленийĕнче ĕçлеме пултаракан хастарсене пуçтарасси. Çĕнтерӳçĕсене Правительство çуртĕнче чысларĕç. Темиçе тапхăрпа иртекен «Çамрăк лидерсен ушкăнĕ» конкурса кăçал 35 çула çитмен пин ытла хастар хутшăнма кăмăл тунă. Финала тухас тесе яшсемпе хĕрсен ăмăртăвăн темиçе тапхăрĕ витĕр тухмалла пулнă. Малтанах хăйсем пирки кĕске видеоматериал хатĕрленĕ, тест ыйтăвĕсене хуравланă, экспертсемпе ĕçленĕ тата ытти те. Асăннă конкурса хутшăнни пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма, тавракурăма анлăлатма, пĕлĕве тарăнлатма май парать те. ТАТЬЯНА НИКОЛАЕВА: «Ку конкурсра эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Конкурс 6 этапран пулчĕ. Вăл 6 этапĕнче те çав тери йывăрах этапсем пулманччĕ. Анчах та мана 4-мĕш этап килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен компьютерпа та ĕçлеме пĕлетпĕр хальхи вăхăтра. Ку сертификата панăшăн эпĕ питĕ савăнтăм. Мĕншĕн тесен ертӳçĕ пулас кăмăллисем пур. Çавăнпа та çав сертификата эпĕ вĕреннĕ çĕре ярасшăн». Конкурсра мала тухакансен те, финала лекнисен те патшалăх тытăмне лекме те, малта пыракан предприятисене ĕçе вырнаçма та çул уçă. Унсăр пуçне финала тухакансем Раççей Президенчĕ çумĕнче çирĕпленнĕ халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче 30 процент йӳнĕрех хакпа вĕренме пултарĕç. Мала тухакансен вара тӳлевсĕрех кунта пĕлӳ илме май килĕ. Унсăр пуçне чи маттур 5 çамрăка Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче йĕркеленсе пыракан кадрсен резервне кĕртнĕ.



http://www.ntrk21.ru/video/56273
11 июля 2022
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter