Инвестицисем аталанма пулăшаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Инвестици аталанăвĕн агентствин ĕç тăвакан директорĕ Сергей Мякинин хăй ертсе пыракан тытăм ĕçне пĕтĕмлетрĕ.

Агентство «пĕр чӳрече» мелне тĕпе хурса ĕçлет. Республикăра пурнăçлакан инвестици проекчĕсене тишкерсе çĕнетнĕ май тӳрре кăлармаллисен шучĕ халĕ кăшт чакнă — 278 миллиард тенкĕлĕх 384 проект. Списокра чăннипех пысăккисем пур. Çав шутра — «Бирс Арматура» компанин ксилит туса кăларакан завод строительствин проекчĕ. Вăл 3 миллиард тенкĕ инвестици хывассине тӳрре кăлармалла. «Фабконди» — пылак çимĕçсем хатĕрлекен произодство хута ямалли проект. Çак предприятисем çынсене çĕнĕ çĕр-çĕр ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле, регион экономикин аталанăвне вăй памалла. «Трансэнергопром» вара республикăра энергоцентр тата электричество АЗСĕсем тума палăртать, инвестицисен калăпăшĕ 1,2 миллиард тенкĕпе танлашмалла.

Сергей Геннадьевич проектсене тӳрре кăларассине çĕр лаптăкĕсем уйăрассипе çыхăннă чăрмавсем ура хунине палăртрĕ, çавна май муниципалитетсен ертӳçисене ку енĕпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Çĕнĕ производствăсем вĕсен бюджечĕсене пуянлатма пулăшассине шута илсен вырăнсенчи администрацисен, паллах, чи малтан пуçарулăх кăтартмалла.

Олег Николаев энергоцентр строительствипе пайăррăн кăсăкланчĕ — çĕнĕ объекта çут çанталăк газĕпе тивĕçтересси пирки ыйтрĕ. Сергей Мякинин центр строительствине çур çултах пурнăçлассине çирĕплетрĕ, анчах газ тĕлĕшпе проект ĕçĕсене тăвасси, ытти ыйтăва татса парасси икĕ çулах тăсăлса кайма пултарать иккен. Олег Алексеевич Санкт-Петербургри экономика форумĕнче хăй «Газпром межрегионгаз» гендиректорĕпе Сергей Густовпа курнăçнине аса илтерчĕ, тĕлпулура çак ыйту тавра та калаçу пулнă. Пире пăшăрхантаракан самантсене уçăмлатса Густов ячĕпе тивĕçлĕ çыру çырма сĕнчĕ — энергоцентра газпа тивĕçтерес ыйтăва хăвăртрах татса памалла.



Хыпар
11 июля 2022
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter