«Йăла-йĕркесене хисеплесе ҫирĕп ăша хывса пурăнмалла, тухăҫлă ĕҫлеме тăрăшмалла, ыранхи куна палăртса малалла шанчăклăн утмалла», – тенĕ Олег Николаев

«Йăла-йĕркесене хисеплесе ҫирĕп ăша хывса пурăнмалла, тухăҫлă ĕҫлеме тăрăшмалла, ыранхи куна палăртса малалла шанчăклăн утмалла», –  тенĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тутарстан Ресубликинче «Уяв -2022» чăвашсен йли-йĕркипе ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă. Петр Петрович Хусанкайăн тăван тăрăхĕнче пулнă пысăк мероприяти. Кăҫал уява паллă ентешĕмĕр 115 ҫул ҫитнине  халалланă.

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тутарстан Республикин Президенчĕпе Рустам Миннихановпа, КПРФ Тĕп комитечĕн Председателĕпе Геннадий Зюгановпа, Уьяновск облаҫĕн Губернаторĕпе, «Звениговский» СХПК председателĕпе Иван Казанковпа тата та ытти официаллă  ҫынсемпе чăвашсен йăли-йĕркипе тĕплĕн паллашса тухнă, наци ăҫ-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма витĕм кӳрекен мероприятисене курса ĕненнĕ. Сумлă хăнасене ҫăкăр-тăварпа, сăрапа, тутлă апат-ҫимĕҫпе кĕтсе илнĕ.  Хăшĕ-пĕрисене валли ятарлă мстер-классем кăтартса панă, мĕн авалтан халăх тĕпе хурса хăйсен пурнăҫне йĕркелесе пыни ҫинчен каласа кăтартнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хăйĕн ум сăмахĕнче уява хутшăнакансен йышĕ ҫав тери пысăк тесе хакланă. Тĕрлĕ регионсенчен чăвашсем хапăл тусах пухăннине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Ку шăпах та, мероприятийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ҫирĕплетет, пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи чаплă пулăм теме те юрать тенĕ Пуҫлăх хăйĕн саламĕнче.   «Раҫҫей Федерацийĕнче пĕтĕмпе 200 тĕрлĕ халăх пурăнать. Ăнсăртран мар пулĕ, ҫĕршыв Президенчĕ  кăҫалхи ҫула Культура еткерлĕхĕн ҫултлăкĕ тесе ҫирĕплетнĕ. Кашни халăхăн вăй-хал парса тăракан тĕп ҫăл куҫĕ пур.  Енчен те ҫаксене пĕр чăмăра пухса пĕрлештерсен, калама ҫук пысăк вăй-хăватлă ҫĕршыв пулса тăрать.  Тепĕр тесен, кун пек пулсан, умри кирек-епле йывăрлăха та туххăмрах парăнтарма аван. Пурне те мĕн авалхи йăла-йĕркесене ҫирĕп упраса, ăна ламран -лама куҫарса пыма сĕнетĕп.  Паян нимĕн иккĕленмесĕрех малалла утмалла,  ыранхи куншăн, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлемелле», - тенĕ Олег Николаев.   

Наци политикине тытса пырас ĕҫре пысăк витĕм кӳнĕшĕн Олег Николаев Рустам Минниханова ырласа тав сăмахĕсем каланă. Чăвашсен йăли-йĕркипе культурине аталантарса пыма тĕрев панăшăн мухтанă.  Вăл Тутарсан Республикинчи шкулсемпе вулавăшсене валли  пине яхăн чăваш кĕнекисене тивĕҫме май паракан   сертификата парса чысланă. Ачасене шкулсенче  тăван чĕлхене ытларах ăша хывса вĕренме май паракан чăвашла вĕрентӳ пособийĕсем парнеленĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Звениговский» ЯХПК председательне Иван Казанкова,    Дмитрий Самаренкина – Тутарстан Республикинчи Чăваш чăваш наци культурин автономийĕн регионти уйрăмĕн Канашĕн председательне, Александр Алксеева – Тутарсан Республикинчи Буинск муниципаллă районăн Чăваш наци культура центрĕн Канашĕн пайташне, Тутарсан Республикинчи Алькеевский муниципаллă район пуҫлăхне Александр Никошина Тав сăмахĕсемпе хавхалантарнă.  

Рустам Минниханов Тутарстан Президенчĕ «Уяв» республикăра ытти мероприятисемпе пĕр танах анлăн сарăлса вăй илсе пынине палăртнă.  Ҫулсерен паллă пулăма хутшăнма кăмăл тăвакансем хутшăнсах пынине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Чăвашсем питĕ туслă пурăнаҫҫĕ, ĕҫлеме те яланах вĕсем хавас. Тăван чĕлхене хисеплени, ăна упрама пĕлни ҫитĕнӳсем тума вăй-хăват хушса тăрать. Тутарстан Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кӳни те куҫ кĕретех. Республикăра тĕрлĕ халăх ҫыннисем килĕштерсе, пĕрне-пĕри пулăшса пыраҫҫĕ», – тенĕ вăл.     

КПРФ   Тĕп   комитечĕн Председателĕ  Геннадий Зюганов ҫакнашкал мероприятисене йĕркелесе ирттерни пĕр чăмăра пухăнса, пĕр туслă ҫемйери пек пурăнма пулăшнине асăннă.  «Эпир яланах кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пĕлетпĕр, пире нихăҫан та ҫĕнтереймен. Туслăх пирĕн ҫĕнтерме яланах витĕм кӳрет», тенĕ вăл.  Уява ирттерме пысăк пулăшу панишĕн, Иван Казанкова мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Тăван ҫĕршывшăн мĕнпур вăя пĕрлештерсе, туслă пурăнма, ĕҫлеме тĕрлĕ майсем туса панишĕн тав тунă, СССР 100  ҫул ҫитнине палăртакан парти медальне парса чысланă.  

Мероприяти пуҫламăшĕнче тĕрлĕ регионсенчен килнисем хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ. Пĕтĕмпе 100 яхăн тăван чĕлхепе шăрантаракан  юрăҫсем, пултарулăх ушкăнĕсем пухăннă.        

Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, районсемпе хуласен ертӳлĕхĕсем тата та ытти официаллă ҫынсем пулнă. Уявра пĕтĕмпе ҫĕршыври 15 регионтан сумлă чăвашсем пухăннă.

Хăнасене мероприятинче тĕрлĕ куравсемпе паллаштарнă. Пĕр сăмахпа каласан тĕрлĕ халăхăн юри-ташши хаваслă кĕрленĕ.    

Торжествăлла пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Пики» конкурса хутшăнакансене саламланă.

Тутарсан Республикинче 126 пин ытла чăваш пурăнать, чăваш ялĕсем те сахал мар, 170 танлашать.         



11 июля 2022
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter