Олег Николаев вырӑнти тавар туса илекенсен продукцийӗн валеҫекен центрӗсене йӗркелес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ

Олег Николаев вырӑнти тавар туса илекенсен продукцийӗн валеҫекен центрӗсене йӗркелес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ

Вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасен апатланăвĕнче, уйрăмах ҫуллахи кану лагерьĕсенче, республикăра тирпейленсе тухакан таварсемпе усă курма тăрăшмалла.  Кун пирки ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Паян Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан планеркăра ку тĕлĕшпе ыйтупа хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ. «Паллă, эпир питĕ васкамасăр ĕҫлесе пыратпăр палăртнă ыйтупа.  Ачасене апатлантарма кирлĕ таварсен центрĕсене пуҫарса ярассипе те  тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пыманнине асăрхама пулать», – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине, Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине асăннă ыйтусемпе ҫивĕчрех ĕҫлеме чĕнсе каланă вăл.   

Паян канашлура 2022 ҫулта пĕрремĕш сменăра ҫуллахи лагерьсенчи ĕҫ кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкернĕ.   Апат-ҫимĕҫ таварĕсен пахалăх шайне тĕпчевпе тĕрĕслев туса ирттерме май паракан ятарлă лабораторисем пуҫарса ярсан вырăнлă пулассине те палăртнă вĕсем.  Кун пек ҫирĕп йĕрке уйрăмах ҫуллахи тапхăрта пĕлтерĕшлĕ.   Ҫĕнĕлĕх пирки Рооспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Вера Головач сĕнӳпе ыйтса тухнă.   Сăмах май, ҫĕртме уйăхĕнче  вĕсен ведомствинче тăрăшакансем пĕтĕмпе 252 тĕрĕслев ирттернине хыпарланă. Йĕрке пăснă тĕслĕхсем 126 тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Иртнĕ уйăхра 35 пин ытла ача тĕрлĕ кану лагерьĕсенче хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнĕ.  Хула тулашĕнчи лагерьсенче пурĕ пĕрремĕш сменăпа 3179 ҫын каннă.  Иккĕмĕш сменăна пурĕ  4198 ачана вырнаҫтарнă. Шкулсенче те лагерьсем чылай, вĕсенче пурĕ 17701 ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме кăмăл тунă, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма килĕшнĕ.    Кун пек кăтартусемпе Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕн ҫумĕ Алексей Лукшин тĕплĕн паллаштарнă.

Пĕтĕмпе кăҫал республикăри мĕнпур ачасенчен 67 проценчĕ тĕрлĕ кану вырăнĕсенче пулса хăйсен сывлăхĕпе пултарулăхне аталантарĕ.  Пĕлме 2021 ҫулта пурĕ мĕнпур палăртса хунă ачасенчен 65 проценчĕ лагерьсемпе кану учрежденийĕсенче пулнă. Йывăр лару-тăрăва лекнисем, ҫула ҫитмен ачасем уйрăмах пысăк тимлĕхре, вĕсен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе,  ҫулллахи тапхăрпа тĕрлĕ кăсăклă мероприятисем ирттерме плана кĕртнине те хыпарланă министр ҫумĕ.  



11 июля 2022
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter