Çӳлелле хăпарнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.

Вĕрентӳ министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, лагерьсем 1-мĕш сменăна 3,2 пине яхăн ачана йышăннă, 2-мĕшĕнче йыш пысăкрах пулмалла — 4,2 пин ача. Роспотребнадзор управленийĕн асăрхаттарусем пур. Çак тытăм халĕ лагерьсене унчченхи пек уйăхсерен мар, икĕ хут кăна тĕрĕслет — лагерь уçăлас умĕн тата пĕр хут сменăсен вăхăтĕнче. Çавна май ачасен канăвне йĕркелекен организацисен ертӳлĕхĕ енчен пысăк тимлĕх кирлĕ — хăйсен те тĕрĕслев ĕçĕ çине алă сулмалла мар. Санитари, ытти енĕпе асăрхаттарусем пулнине кура Олег Николаев хайхи тимлĕх пĕлтерĕшли çинчен пусăм тусах каларĕ — кун пирки самантлăха та манма юрамасть.

Канашлу «Иннопром» курава пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Унта Чăваш Ен предприятийĕсем те хутшăннă. Олег Николаев куравсене хутшăнассин форматне тĕплĕ хатĕрлемелли çинчен каларĕ. Çакă республика майĕсене, хăватне кăтартма кирлĕ. «Иннопромра» вара помышленноç министрĕ Денис Мантуров ертсе пынипе иртнĕ канашлура регионсен промышленноç политикин тухăçлăхне пĕтĕмлетнĕ — рейтинг кăтартăвĕсене пĕлтернĕ. Чăваш Ен çак рейтингра хăйĕн позицине лайăхлатнă — 27-мĕш вырăнтан 26-мĕшне хăпарнă. Пысăк утăм тееймĕн, çапах — каялла чакни мар.



Хыпар
11 июля 2022
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter