Ҫĕнĕ суперсервис витĕмлĕхне тĕпе хурса Чăваш Енре ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ача ҫуралнине ҫирĕплетекен 11 свидетельство парса тивĕҫтернĕ

Ҫĕнĕ суперсервис витĕмлĕхне тĕпе хурса Чăваш Енре ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ача ҫуралнине ҫирĕплетекен 11 свидетельство парса тивĕҫтернĕ

2024 ҫул валли пăхса хăварнă аталану стратегине регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сӳтсе явма плана кĕртнĕ. Пĕрремĕш тĕлпулу Чăваш Республикинчи юстици ĕҫĕсен Патшалăх службин ертӳҫипе Дмитрий Сержантовпа иртнĕ.  

«Ача ҫурални» суперсервиса пурнăҫа кĕртнипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă ертӳҫĕсем. ЗАГС пайĕнче патшалăх пулăшăвĕсене электронлă майпа тивĕҫтерессине тата та лайăхлатас тĕлĕшпе хушма ҫăмăллăх пурнăҫа кĕнĕ.

Чăваш Республикинче ҫĕнĕ сервисăн  ĕҫне  патшалăхăн акчĕсене регистрацилессине оптимизацилес проекта кĕртнĕ, ăна «Росатом» Патшалăх корпорацийĕ витĕм кӳрсе пырать.  

«Электронлă майпа патшалăх пулăшăвĕсене тивĕҫтерессинче ҫĕнĕ меслет пулса тăчĕ.  ЗАГСа ашшĕ-амăшĕсен килсе вăхăт ирттермелле мар, документсене тӳрех электронлă майпа илме май пур.   Ҫĕнĕ сервис витĕмлĕхĕпе пĕтĕмпе республикăра 11 ача ҫурални пирки документа ашшĕ-мăшĕ тивĕҫнĕ.  Амăшĕсене валли информаци буклетне хатĕрлесе панă. Пĕр сăмахпа каласан, пепке кĕтекенсене валли кирлĕ пек ҫителĕклĕ хыпарсене вăл буклетра  туллин вырнаҫтарнă»,  - тесе хыпарланă  Патшалăх службин юстици ĕҫĕсен ертӳҫи.

«Граждансене пулăшу парассинче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕсене тĕпе хурса мĕнпур ыйтусене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшмалла. Тухăҫлăх малти вырăна тухмалла.  Ҫитес тапхăр валли пăхса хăварма палăртакан бюджет процессĕнче те  мĕнпур ыйтусене шута илме пĕлмелле.  Палăртнă ĕҫсем пурте пурнăҫлннипе пурнăҫланманнине те тĕплĕн тишкерӳ тума тăрăшмалла», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Эпĕ питĕ лайăх куратăп, сахал мар пысăк ҫитĕнӳсем пуррине.    Халăх патшалăх пулăшăвне туллин тивĕҫлĕ шайра илсе пыни куҫ кĕретех. Ача ҫурални пирки ашшĕ-амăшĕ дистанци мелĕпе свидетельство илейрет. Пысăк ҫитĕнӳ, пур-пĕрех кунпа лăпланса лармалла мар, малалла та ҫĕнĕлĕхсем тума ăнтăлмалла», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăра.  

Тепĕр ҫĕнĕлĕх, енчен те ҫын вилнĕ пулсан, ăна ҫирĕплетекен документа та суперсервиспа тивĕҫме май пур.  Ку ҫĕнĕлĕхе 2023 ҫул тĕлне пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Апла пулсан, пуласлăхри тĕллевсем пур, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн, тухăҫлăха ӳстерессишĕн ҫине тăрсах тăрăшма тивет тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Дмитрий Сержантов.

ЗАГС тытăмне туллин цифра сервисĕсем ҫине куҫарассипе хастар тăрăшаҫҫĕ специалистсем. Калăпăр, реестра та электронлă майпа туса пыма палăртнă пуласлăхра.   Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă, ЗАГСа кайса ҫӳремесĕрех, граждансен реестртан выписка илме май пулĕ. Ку ĕҫсене пĕтĕмпех электронлă пайра йĕркелесе пыма плана кĕртнĕ.      



12 июля 2022
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter