Рутуб-каналта Чăвашла вĕрентеççĕ

Республикăра «Янăра, чăваш чĕлхи» проект ĕçлеме пуçланă. Ăна Вĕренӳ институчĕ тăван чĕлхене аталантарас тĕллевпе пуçарнă.

Пуçламăш классенчи ачасене чăвашла вĕрентес тесен Рутуб-каналта «Янăра, чăваш чĕлхи» занятисен серийĕпе паллашмалла. Уроксене Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Оксана Ильина ертсе пырать. Оксана Разиновна Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăсталăх класĕн «Кĕмĕл перо» Гран-прине çĕнсе илнĕ /2020/, вăл — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Тĕп шкул ачисем валли Шупашкарти 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Степанов уроксем ирттерĕ. Александр Марсович та Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăсталăх класĕн Гран-прине çĕнсе илнĕ /2018/.

www.hypar.ru



11 июля 2022
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter