Ишлей салинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев физкультурăпа спорт комплексĕн строительство ĕҫĕсемпе паллашнă

Ишлей салинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев физкультурăпа спорт комплексĕн строительство ĕҫĕсемпе паллашнă

Авăн уйăхĕн 28-30-мĕш кунĕсенче  «Россия – спортивная держава» Пĕтĕм халăхсен хушшинчи спорт форумĕ иртет,  шăпах та ун чухне «Ишлей» ФОКа торжествăлла майпа уҫма плана кĕртнĕ.

«Каламасăрах паллă, халăх чăтăмсăррăн кĕтет объект хута каяссине.  Кĕркуннехи тапхăрта спорт учрежденине уҫни, ҫынсене хĕллехи тапхăрта хастар спорта кӳлĕнме май парасси те часах пулĕ.  Тепĕр тесен, вĕренӳ процессĕшĕн самай кирлĕ асăннă объект. Юнашарах пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учреждени вырнҫнă.  Кунăр пуҫне, енчен те палăртса хунă тĕллевсене туллин пурнăҫласан, форум мероприятийĕсемпе тӳр килтерсен, ҫĕршыв Президенчĕ объектсене уҫма хутшăнма кăмăл тăвакан программăна тен кĕме май пулĕ. Пур-пĕрех чи кирлисенчен пĕри Ишлей салинче пурăнакансем хаваспах объекта ҫӳреме кăмăл туни»,   тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Проектпа килĕшӳллĕн спорт учрежденийĕнче бассейн, тренажер залĕсем, теннисла вылямалли уйрăм, фитнес-зал тата ытти те пур.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров хăйĕн сăмахĕнче объекта «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проектне тĕпе хурса «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕрсе пынине каланă.     Ҫакнашкал программăпа килĕшӳллĕн Элĕк районĕнче те спорт учрежденине хăпартса лартнă. «Питĕ аван, район шкулпа юнашар ҫак учреждение туса лартма ятарлă ҫĕр лаптăкне уйăрни.  Физкультура урокĕсене ирттерме лайăх. Тепĕр тесен, ачасене урокра шывра ишме вĕрентĕҫ, сывлăха ҫирĕплетме пулăшĕҫ», тенĕ министр.

Чăваш Республикин строительство министрĕн ҫумĕ Михаил Коледа хăйĕн сăмахĕнче объекта тума тытăннă чухне хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухни пирки чарăнса тăнă. Калăпăр, строительство хатĕрĕсем туххăмрах хакланни сахал мар чăрмав кӳнине те асăннă вăл. Халĕ вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине, йывăрлăхсене татса панине каланă вăл.

«Хаксем ӳссе кайнине шута илсе, туххăмрах финанс енчен тĕрев панă.  Палăртма кăмăллă, объектра мĕнпур ĕҫсенчен 93-95 процентне пурнăҫланă.  Строительствăпа монтаж ĕҫĕсене, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе пĕтĕмпех тивĕҫтернĕ.  Хальхи вăхăтра спорт хатĕрĕсене туянса, вĕсене вырнаҫтарса пырассипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ.  Кайран вара объект хатĕр пулĕ», тенĕ вăл.    

Калас пулсан, Шупашкар районĕнче пурĕ те пĕр ФОК кăна. «Район ыттисемпе танлаштарсан чи пысăкки. Пĕтĕмпе муниципалитетра 62,5 пин ҫын пурăнать.  Апла пулсан, ҫĕнĕ объект пурнăҫа кĕни питех те пĕлтерĕшлĕ», тесе асăннă Шупашкар районĕн адинистрацийĕн Пуҫлăхĕ Николай Хорасев.      

 



13 июля 2022
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter