Социаллӑ контракт тунӑ граждансене валли укҫа тӳлевне 100 пин тенкӗлӗх ӳстернӗ

Улшăнусем харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекен предпринимательлĕх  сферишĕн, хушма хуҫалăх ĕҫне ертсе пыракансемшĕн пулĕҫ.  Кун пирки калакан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне паян ларура пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.   

Енчен те граждансем харпăр хăй ĕҫне йĕркелесе яма йышăну тăваҫҫĕ пулсан, социаллă контракта тĕпе хурса вĕсем 350 пин тенкĕ тивĕҫме пултарайраҫҫĕ.  Малтан ку пулăшăвăн калăпăшĕ 250 пин тенкĕпе танлашнă пулнă.  Енчен те ҫынсем ЛПХпа ĕҫлес теҫҫĕ пулсан, вĕсене 200 пин тенкĕ парса витĕм кӳме пултараҫҫĕ. Ку виҫе маларах ҫĕр пин тенкĕпе танлашнă.

«Ҫĕнĕлĕхсем кăҫалхи ҫул утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Эпир проекта хутшăнма кăмăл тăвакансемпе курса ыйтусене сӳтсе явнă.  Пĕр ҫĕр ытла предприниматель хăйсен ĕҫне пуҫарса яма шут тытнă. Ку ĕҫе ҫак кунсенчех пурнăҫа кĕртме пуҫласси те паллă», – тенĕ Александр Колесников Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлеме кăмăл тăвакан предпринимательсене кулленех тĕрлĕ усăллă сĕнӳсемпе пулăшма чĕнсе каланă ятарлă ведомствăра тăрăшакансене. «Чи кирли – вĕсемпе тачă  ĕҫлĕ ҫыхăнура пуласси. Тимлĕх уйăрма манмалла мар.  Пĕр сăмахпа каласан, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма тин ҫеҫ ĕҫе кӳлĕнекенсене хавхалантарсах тăмалла», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

2022 ҫулта ĕҫсĕр тăрса юлнисене патшалăхăн ĕҫпе тивĕҫтерекен служби тĕрев парса пулăшать, кун пек ҫĕнĕлĕхпе ĕҫ шыракансем те  усă курма пултарайраҫҫĕ.  Вăхăтлăх ĕҫ тупса е тата кăмăл-туйăма уҫса яма  май пулĕ, тепĕр тесен хушма пĕлӳ илме те аван.   Пĕр сăмахпа калас пулсан, ĕҫ шыракансене валли сахал мар  тĕрлĕ условисем пур.                  



13 июля 2022
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter