Граждансене авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑпа килĕшӳллĕн нумай хваттерлӗ тата ҫичĕ ҫурт хăпартма йышăннă

Пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерессипе республикăри адреслă программăна ҫĕнĕлĕх кĕртсе хăварасси пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тĕплĕн пăхса тухса  кирлĕ пек йышăну тунă.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Максимов хăйĕн докладĕнче асăннă ĕҫ хутне тĕпе хурса тата та тепĕр нумай хваттерлĕ ҫичĕ ҫурта вăл программăна кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2000 тăваткал метр чухлĕ пуласси те паллă, вĕсенче 152 граждан пурăнасса хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Палăртнă ҫурттсем Муркаш, Шăмăршă тăрăхĕнче тата Ҫĕмĕрле хулинче вырнаҫĕҫ.  Граждансене планпа килĕшӳллĕн, 2025 ҫулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вырнаҫтарса пĕтерме тĕллев лартнă», - тесе хыпарланă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес текен программăна вăраха тăсса ямасăр пурнăҫа кĕртсе пыма чĕнсе каланă.

«Айтăр-ха, тĕплĕн тишкерер программăн кашни тапхăрне.  Ҫитес ҫулта пĕрремĕш кварталта  юлашки тапхăрĕпе килĕшӳллĕн ĕҫе туллин пурнăҫа кĕртсе пĕтерсен, программăн ҫĕнĕ тапхăрне  пурнăҫлассипе хастар кӳлĕнмелле.  Апла пулсан, пирĕн мĕнпур ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртмелле Федераци Правительстви ыйтнă пек.  Финанс тĕлĕшĕнчен чăрмавсем ан пулччĕр, ҫитес ҫулта укҫа-тенкĕ куҫтăр тесен ҫапла тума тивет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

2022-2023-мĕш ҫулсем валли программăн IV-мĕш тапхăрне тӳр килтерсе пĕтĕмпе 530 граждана хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ.   Ку ҫитес ҫĕнĕ тапхăрпа пурнăҫланакан программăна пĕтĕмпе ҫичĕ муниципалитет хутшăнать. Вĕсем: Вăрнарсем, Муркашсем, Вăрмарсем, Шупашкар, Тăвай районĕсем тата Шупашкарпа Ҫĕмĕрле хулисем.    

Кăҫал нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикинчи Ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх фончĕн правленийĕ пăхса хăварнă лимитран та пысăкрах калăпăшпа  региона укҫа-тенкĕ уйăрасси пирки ыйтса ҫырнине тивĕҫтернĕ. Апла пулсан, программăна пурнăҫлама финанс тĕлĕшĕнчен тĕрев пуласси те паллă.  Чăваш Республики Фонтран 211,3 млн тенкĕ тивĕҫет.  Калас пулсан, ҫак палăртса хунă укҫа-тенкĕрен республикăна 111,0 млн тенкĕ куҫнă.    

Паянхи куна Шупашкар хула адинистрацийĕ Н.И.Ашмарин урамĕнче Шупашкарта нумай хваттерлĕ ҫурт-йĕр тума муниципаллă контракта алă пусса ҫирĕплетнĕ. Объектсен пĕтĕмĕшле укҫа калăпăшĕ 122,7 млн танлашать, пурĕ 91 пӳлĕм пулĕ. Хваттерсене тăвакансене 102,6 млн тенкĕ куҫарса панă.

Муркаш районĕн администрацийĕ пĕтĕмпе икĕ контракта алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ҫĕмĕрле хулин администрацийĕ пĕр контракта алă пуснă.  Ытти муниципалитетсенче документсне тивĕҫлĕ шая илсе ҫитерессипе тимлеҫҫĕ. Каярах вара аукционсене йĕркелсе ирттерме те май пулĕ.   



14 июля 2022
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter